Ăраскаллă саманан ăраскаллă çынни

10 Нарăс, 2015

Д.Ф.Семенов, С.М.Ислюков, А.М.Леонтьев, С.Р.Малютин.

С.М.Ислюков çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

Капмар Шупашкарăн тĕп урамĕсенчен пĕри - Ленинград урамĕ. Вăл Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕ тĕлĕнчен пуçласа аялалла, Атăл хĕрринелле, залива çити тăсăлать. Çак урамри çуртсенчен пĕрин çинче Асăну хăми пур. Вăл аякранах курăнать. Унта шĕкĕр хуламăр çине, Чăваш театрĕн мăнаçлăн курăнса ларакан çурчĕ çине вичкĕн куçĕсемпе шухăшлăн тинкерекен çыннăн барельефне вырнаçтарнă. Аялта чăвашла тата вырăсла çапла çырса хунă: «Çак çуртра 1964-1998 çулсенче Чăваш Енри патшалăхпа обществăн паллă деятелĕ С.М.Ислюков пурăннă».

Эпĕ кашни кун тенĕ пекех çак çурт çумĕпе иртсе çÿретĕп. Кашни хутĕнчех çав сăна пăхатăп. Пĕрре пăхсассăн - кăшт тунсăхлăн, тепрехинче - çав тери ывăннăн туйăнать. Е - савăнăçлăн. Çурт умĕпе иртен-çÿренсен кăмăлне кура, хула пурнăçне ăнланса-туйса тăнăн çапла курăнать тейĕн. Ялан чĕрĕ çын сăнĕ пек.

Паянхи хула çыннисенчен чылайăшĕ, уйрăмах çамрăксем, С.М.Ислюков кам пулнине, мĕншĕн ăна çапла хакланине пĕлсех каймаççĕ. Унăн ячĕ аслăрах ăрури çынсемшĕн уйрăмах паллă тата çывăх.

Семен Матвеевич Ислюкова Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Унта вăл пирĕн республикăн халăх хуçалăхĕн мĕнпур отраслĕсене, наукине, искусствине, культурине малалла хăвăрт аталантарма çав тери пысăк вăй хунине палăртнă. Семен Матвеевич 35 çула яхăн КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн членĕ пулнă, партин çичĕ съездне делегат пулса хутшăннă. Ăна партин XX, XXII тата XXIII съезчĕсенче КПСС Тĕп Комитечĕн членĕн кандидатне суйланă. Вăл СССР Аслă Канашĕн виçĕ суйлаври депутачĕ, РСФСР Аслă Канашĕн тăватă суйлаври депутачĕ тата РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн председателĕн çумĕ, Чăваш АССР Аслă Канашĕн иккĕмĕш суйлавран пуçласа ытти мĕнпур суйлавĕсенчи депутачĕ пулнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.