АПЕЛЬСИН ХУППИНЧЕН

1 Пуш, 2017

Апельсин çăвне килте хатĕрлесси кăткăс мар — хулăн хупăллă икĕ-виçĕ килограмм çимĕç кăна кирлĕ.

Апельсинсене супăньпе лайăх çумалла, вĕрекен шыва чиксе кăлармалла. Унтан тасатнă хуппа вĕтетмелле, йывăç тукмакпа çуллăрах шĕвек тухма пуçличчен тÿмелле. Унтан пĕтĕмпех кĕленче савăта ямалла, чĕртавара хупламалăх олива е хĕвелçаврăнăш çăвĕ хушмалла, хупăлчапа витмелле.

Тĕттĕм вырăнта 3 кун лартмалла, унтан хупăлчине кăштах сирсе вĕрекен шыв мунчинче çур сехет пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Çăва кĕленче савăтпа холодильникре упрамалла.

Çак çупа косметологире анлă усă кураççĕ. Унсăр пуçне вăл сиплевре те паха витĕмпе палăрса тăрать.

Ангина

Пĕр тумлам апельсин çăвне пĕр стакан ăшă шыва ямалла. Шĕвекпе пыра кунне виçĕ хут чÿхемелле. Сиплев курсĕ — сывлăх лайăхланиччен.

Шăнса пăсăлсан, юн пусăмĕ ÿссен

Виçĕ тумлам апельсин çăвне пĕр стакан апельсин сĕткенне ярса пăтратмалла. Виççе пайласа пĕр кунра ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ — пĕр эрне.

Ыйхă вĕçсен

Ăвăс çурта çине икĕ тумлам апельсин çăвĕ тумлатмалла. Çуртана чĕртмелле те шăршипе сывламалла. Аромалампа пулсан унпа та усă курма пулать.

Стресс, ывăнчăклăх

Ăшă шыв тултарнă ваннăна вунă тумлам апельсин сĕткенĕ хушмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак ваннăра 15 минута яхăн выртма юрать.

Шута илме

Усă курас умĕн организм сисĕмлĕхне тĕрĕслесе пăхмалла: апельсин çăвне чавса хутламне тумлатмалла, çур сехет кĕтмелле, ÿт хĕрелмесен çупа сипленме юрать. Ăна хĕвел çине тухас умĕн ÿте сĕрмелле мар — ÿт пиçсе кайма пултарать.

Асăрханăр! Апельсин çăвĕпе аллерги, вар-хырăм чирĕсем пулсан, ÿт питĕ типĕ, сисĕмлĕ чухне сипленме юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.