АПАТРАН ТА КИЛЕТ

11 Авăн, 2014

Кăмăл хуçăк, нимĕн те тăвас килмест, кирлĕ маршăнах вĕчĕрхенетĕр е ялан стресс лару-тăрăвĕнче пурăнатăр. Ку фĕрĕс мар апатланнинчен те килет иккен. Тĕрĕс çимĕçсем вара кăмăла та, сывлăха та лайăхлатма пулăшаççĕ.

Кахал, пусăрăнчăк

Дофамин гормон çитмен чухне çыннăн час-часах пусăрăнчăклăх туйăмĕ аталанать, вăл нимĕнпе те кăсăкланми пулать. Çак гормона кирлĕ чухлĕ туса кăларасси рационра белоклă апат пурринчен килет. Çавăнпа пусăрăнчăклăхран хăтăлма белоклă апат - çăмарта, пулă, тăпăрчă, сыр - çимелле.

Тунсăх

Тĕпчевсем палăртнă тăрăх - Д витамин çителĕксĕрлĕхĕпе аптракан хĕрарăмсене тунсăх туйăмĕ тата депресси икĕ хут ытларах çавăрса илет. Ку тĕслĕхре йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем пулăшаççĕ. Вĕсенче организм тонусне çĕклекен, кăмăла лайăхлатакан Д витамин çителĕклĕ.

Вĕчĕрхенÿ

Агрессие, вĕчĕрхенÿлĕхе туртăм пулсан юнри сахăр шайне виçере тытса тăмалла. Помидор, салат, пан улми пулăшĕç.

Япăх кăмăл, депресси

Кăмăла çĕклеме фоли йÿçекĕ /тĕслĕхрен, шпинат/, селен /пулă/, углевод /пылак, банан/ пур çимĕçсем кирлĕ. Депрессие хăвăртах çĕнтерме çук. Анчах кашни кун ултă аçтăрхан мăйăрĕ çисен, рациона уксуссăр хатĕрленĕ кăмпа апачĕсем, спаржа, кабачок, сельдерей кĕртсен ырă витĕм пулатех. Çак çимĕçсенче фитогормонсем пур, вĕсем этемĕн савăнăç туйăмĕшĕн яваплă гормонĕсемпе пĕр евĕрлĕ.

Стресс

Стресс гормонĕн шайне чакарма пылак хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Крахмал нумай апат /тĕслĕхрен, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми/ стресс вăхăтĕнче юна тухса тулакан адреналин шайне чакарать. Чили пăрăç хушнă апат çисен те вăй кĕрет. Анчах пăрăçлă апат вар-хырăм чирлĕ чухне юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.