Апата çăкăрсăр çимеççĕ

Наиль Салиев — Патăрьел районĕнчи Анат Туçаран. Вăл 3-мĕш класран вĕренсе тухнă. Мадина Салихова çитес вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа кайма хатĕрленет.

— Эпир тутарсем пулсан та чăвашла, вырăсла калаçма, çырма пĕлетпĕр. Шкулти ачасемпе эпир пĕр килти пекех килĕштерсе пурăнатпăр. Тĕрлĕ уявсене те пĕрлех ирттеретпĕр. Акă нумай пулмасть районта Акатуй-Сабантуй иртрĕ. Ака-суха вĕçленнĕ хыççăн паллă тăвакан уяв хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнă тухнинчен пуçланчĕ. «Çăка çеçке çурсассăн килет вăрман илемĕ, хĕрсем вăййа тухсассăн килет вăйă илемĕ…» — тесе шăрантарчĕç вĕсем. Çав вăхăтрах тепĕр ушкăн ĕлĕкхи пурнăçăн хăш-пĕр саманчĕсене — кĕлте çапнине, пир шуратнине кăтартрĕ. Нумай нациллĕ Патăрьел районĕн туслă çыннисем кар тăрса ĕçлеме кăна мар, пĕрле те савăнма пĕлеççĕ. Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, пултарулăхне кăтартать. Чăваш, вырăс, тутар, ирçе халăхĕ пĕрле вăйă картине тăчĕç, тĕрлĕ спорт вăййинче ăсталăхĕпе палăрчĕç, пĕрле савăнчĕç. Ялсенчи культура çурчĕсенче вăй хуракансем, фольклор ушкăнĕсемпе ансамбльсем халăха хăйсен юрри-ташшипе кăнтăрла иртичченех савăнтарчĕç. Кăнтăрла тĕлне Акатуй тата ытларах вăй илчĕ. Çулталăкра пĕрре иртекен уявран ялсенче никам та юлман тейĕн. Пирĕн савăнăçа пайлама «Хĕвеллĕ» уçланкăна Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Тутарстанти Çĕпрел районĕнчен тата ытти тăрăхран йышлăн пухăнчĕç. Ку уяв пирĕншĕн, ачасемшĕн те, чылайлăха асра юлчĕ. Чуччупа ярăнтăмăр, батут çинче сикрĕмĕр, юрă-ташăпа та куракана савăнтартăмăр. Тутарсен апатне, чак-чака, çисе савăнтăмăр. Чак-чак тенĕрен, ăна 2016 çулта Пушкăртра 1143 килограмли хатĕрлесе халăха тĕлĕнтернĕ. Чак-чака эпир хамăр та пĕçеретпĕр, — каласа кăтартрĕç уяв çинчен Мадинăпа Наиль.

Наиль, мĕн пĕчĕкрен лашасене юратать. Вĕсене вăл ачашлать, çăкăр чĕллипе хăналать. Турапа çăмĕсене якатать.

— Эпĕ — тутар ачи, апла тăк янаварсене чунтан юрататăп. Ĕлĕкхи вăхăтра кашни хуçалăхрах çак хисеплĕ выльăха тытнă. Вăл çемьене тăрантараканĕ пулнă. Темиçе çул каялла арçын ачасем машинăпа мар, лашапа кăсăкланнă. Каникул вăхăтĕнче урхамах кÿлсе хуçалăха пулăшма тухнă. Утă пуçтарнă, фермăсенчен тислĕк турттарнă, — терĕ Наиль. Малалла вулас...

 

 

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.