Аннесен куççулĕ юхнă чух чулсем те йĕреççĕ

30 Ака, 2015

Амăшĕпе ачи... Вĕсен пысăк хурлăх, хăйсемшĕн кăна мар, пĕтĕм тăван халăхĕшĕн хурланаççĕ тăлăха юлнă икĕ тăван. Йĕри-тавра чул юпасем, вĕсенчен те сăмахпа каласа çитерме çук синкерлĕх сăрхăнать тейĕн. Мĕн тăвайăн - тăлăхсемпе пĕрле чулсем те йĕреççĕ... Çакă йăлтах Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн Миша Григорянăн 1995 çулта ÿкернĕ «Синкер» /Трагедия/ картининче чуна витермелле сăнарланнă. Кунта кăна мар, ÿнерçĕн ытти ĕçĕсенче те эрмен халăхĕ 100 çул каялла тÿссе ирттернĕ хăрушă геноцид куçа курăнман асăрхаттаруллă хĕрлĕ йĕрпе палăрса тăрать. Çулсеренех апрелĕн 24-мĕшĕнче кашни эрмен 1915 çулта Эчмиадзинра асапланса вилнĕ 1500000 йăхташне аса илет. Çак нихçан манăçми синкере халалланă та ĕнтĕ Чăваш наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» /Серебряный век/ галерийĕнче уçăлнă Миша Григорянăн «Чулсем йĕнĕ чух» /Когда плачут камни/ курава. Кунта художникăн Армение сăнарланă 40 ытла ĕçне курма пулать, портретсемпе пейзажсене тата тĕрлĕ темăпа ÿкернисене. Выставка майăн 19-мĕшĕччен ĕçлет.

«Чулсем йĕнĕ чух» курава уçма халăх йышлă пухăнчĕ, йăхташĕн картинисене курма эрменсем çемйи-çемйипе килни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Эрмен ачисем пĕр-пĕринпе тăван чĕлхипех калаçаççĕ, Миша Григорянăн ĕçĕсене тимлесех сăнаççĕ. Кунта вĕсен Тăван çĕршывĕ сăнланнă-çке! Акă, Арарат тăвĕсем, акă, Святой Стефан мăнастырĕ, акă, Пĕтĕм эрменсен католикосĕ Визген, акă тата тĕне кĕричченхи I ĕмĕрти «Гарни - Армения» авалхи храм. Художникăн 2012 çулта ÿкернĕ «Самант» /Мгновение/ картини кирек кама та шухăша ямалла. Ту хысакне лекнĕ кайăк йăвинчи çичĕ çăмартан малашнехи шăпи мĕнлерех пулĕ-ши. Пирĕн пуласлăх камран е мĕнрен килет-ши. Григорян картинисене сăнанă май ăна-кăна чухлакан ăстасем Миша Григорян ахаль ÿнерçĕ кăна мар, тĕнче шайĕнчи художник тесе каланине илтрĕм. Вĕсемпе мĕнле килĕшмĕн, такама юрассишĕн мар, хамăр хушăра каланă сăмахра суялăх çук.

Выставка уçнин официаллă пайĕнче Миша Григоряна Наци библиотекин директорĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Старикова саламларĕ, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалану сунчĕ. Художник ăна тав туса библиотекăна хăйĕн картинине парнелерĕ. Искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов профессор эрмен халăхĕ хăйĕн авалхи культурине упрама пĕлнипе хăватлăн малалла аталаннине пĕлтерчĕ. Саламлакансем татах та пулчĕç, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ проректорĕ Валерий Алексеев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев, Раççей художество академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Чăваш Ен Художниксен союзĕн председателĕн çумĕ Андрей Анохин тата ыттисем те.

Раççейри эрменсен союзĕн регионти пай ертÿçи Акоп Погосян «Чулсем йĕнĕ чух» куравăн астăвăм пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулни çинчен каларĕ. Миша Григорянăн тусĕсемпе тăванĕсем, пĕлĕшĕсемпе йăхташĕсем выставка хăйсен кăмăл-туйăмне хускатса янине палăртса тăван чĕлхипе сăвăсем каларĕç, аякри сăрт-тусен хурлăхлă ахрăмне чăваш çĕрĕ çине те çитерекен юрăсем юрларĕç.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Миша ГРИГОРЯН картинисене Сергей ЖУРАВЛЕВ репродукциленĕ

Рубрика: 
Теги: