«Анне вĕренме ямарĕ»
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче кашни кĕçнерникун пасар пуçтарăнать. Халăх тем туянма та пултарать çав кун: хур-кăвакалне те, хуçалăх таварĕсене те, ĕçмелли-çимеллине те. Чылайăшĕ вара пасара çынна курса калаçма пырать. Зоя Васильевăпа шăпах пасарта тĕл пулса сăмах пуçартăмăр та.
Зосима /хут çинче ăна çапла çырнă/ Васильева 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ильменкасси ялĕнче çуралнă.
— Ачалăх ытти çемьери пекех çăмăл пулман. Мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçленĕ. Хуракасси шкулĕнче 7-мĕш класс вĕреннĕ хыççăн Çĕрпÿри учительсем хатĕрлекен училищĕне каяс килетчĕ манăн. Анчах анне ямарĕ, ĕçлемелле терĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çамрăклах Куславкка районĕнчи Энтри Пасар çывăхне окоп чавма кайнă эпир. Шăн тăпрана çĕнтерейместĕмĕр, ыттисем катнисене çÿлелле переттĕмĕр. Тумтир çĕтĕкчĕ, питĕ шăнаттăмăр.
Атте вăрçăран аманса таврăнсан нумаях пурăнаймарĕ. Эпир, 8 ача, аннепе ÿснĕ. Кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Асли Миша Шупашкарта строитель пулнă. Юля Хусанта медсестрара тăрăшнă. Гальăпа эпĕ колхозра ĕçленĕ. Чи кĕçĕнни Лиза агронома вĕреннĕ, халĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнать.
Вăрçă хыççăн пире, çамрăксене, вăрман касма ячĕç. Хаснар патĕнче 8 çул ĕçлерĕм, пушăт касса хамах çăпата тума вĕрентĕм. Кунĕпе çÿресе ура йĕпенетчĕ. Вут хурса типĕтсе те тăхăнаттăмăр çăпатасене. Ун чухне апачĕ те начарччĕ. Атăла юхса тухакан Хаснар шывĕ хушшинче икĕ шыв арманĕ пурччĕ. Пĕринче Уй Пилемĕч çынни ĕçлетчĕ. Вăл пире хĕрхенсе хушăран апат пĕçерсе çитеретчĕ. Тепĕр арманта Ваçлекасси арçынни тимлетчĕ. Вăл вара питĕ хытăскерччĕ. Унпа пĕрле хамăр ялти Ваççили пурччĕ, вăл çеç вăрттăн хăналатчĕ.
Вăрманта ĕçлесе пĕтерсен пĕр хушă Хуракассинчи хăйма уйăракан пунктра тăрăшрăм. Халăхран сĕт пуçтараттăмăр. Ун чухне патшалăха 200 литр сĕт е 8 килограмм шăратнă çу памаллаччĕ. Сĕтрен çу та, казеин та тăваттăмăр.
1958 çулта Хуракасси ачине качча тухрăм. «Социализм» колхозра, «Эльбарусовский» совхозра дояркăра 18 çул ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 4 çул ĕне сурăм. Фермăра вăй хума пуçличчен малтан хăмла пахчи бригадирĕ те пулнă-ха, ытти ĕçе те пурнăçланă, пĕринчен те пăрăнман. Кайран та килте ахаль ларман: Сĕнтĕрвăрринче выльăх самăртакан çĕртре 5 çул, кирпĕч заводĕнче 3 çул ĕçлерĕм. Утмăл çултан иртнĕ пулин те Атăл тăрăх анаталла /Сарă ту, Самар облаçĕсене/ темиçе хут та кайса тырă ĕçлесе илсе килнĕ.
1959 çулта çуралнă Ирăна пĕчченех ÿстерме тиврĕ, упăшка çамрăклах вилчĕ. Хĕрĕм вăтам шкул хыççăн повара вĕренчĕ, Сĕнтĕрвăрринче ĕçлерĕ. Хушма пĕлÿ илсен районта паспорт параканра 18 çул тăрăшрĕ. Çемье çавăрса виçĕ ача çуратса ÿстерчĕ. Мăнуксемпе эпĕ те сахал мар йăпантăм. Пĕри хĕсметре Чечняра пулчĕ. Киле таврăнсан вилни ашшĕ-амăшĕшĕн те, маншăн та пысăк хуйăх пулчĕ. Наташăпа Марина та çемьеллĕ, ачисене ÿстернĕ, кил-çурт çавăрнă. Кĕçĕн мăнук Дима кăçал аттестат илнĕ хыççăн Ивановăри çар академине вĕренме кĕчĕ.
Пурнăç çулĕ такăрах пулмарĕ. Апла пулин те Хуракассинчи хамăн килте паянхи кунчченех пурăнатăп-ха. Мăнуксене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп.
90 çула кайрăм пулин те килти ĕçсене хамах тирпейлетĕп, пахчаçимĕç те ÿстеретĕп. Анне мана ултă çулта чухнех чиркĕве илсе кайнăччĕ. Халĕ унта час-часах çÿретĕп, ăша пусарма кĕлĕ вулатăп. Ман таврара лайăх çынсем сахал мар, вĕсемпе калаçса, кирлĕ ыйтусене сÿтсе явса малаллах талпăнатăп.
Маргарита МИХАЙЛОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Комментари хушас