Анне, аннеçĕм, сана малашне те юратăп...

2 Нарăс, 2017

СССР халăх художникĕ Илья Сергеевич Глазунов Ленинград блокадине епле чăтса ирттернине каласа панинчен.

Сывлама та вăй кирлĕ

«Урамра 40 градус сивĕ. Ир те, каç та, кăнтăрла та пĕр тумпах. Кантăксене каçхине утиялсемпе карса хуратпăр. Ара, сивĕ ан кĕтĕр тетпĕр çав. Ирхине вара ăна сирме, ай, мĕн тери тăрмашмалла! Вăй çук та ăçта унта çÿлелле кармашма? Çавăнпа тепĕр чухне тĕттĕмрех кун-кунлатпăр.

Урамра утма май çук. Ĕнтĕ хăçантанпа юр хырман. Тÿнсе кайсан та тăраяс çук. Е тата утнă çĕртех ÿксе вилекен мĕн чухлĕ! Вĕсен шучĕ те çук паллах. Хайхисене юр хÿсе каять те никама та кирлĕ мар пулса юлаççĕ.

1942 çул. Çĕнĕ çул уявĕ. Тем пек йывăр пурнăç пулсан та анне ăна кăшт савăнăçлă ирттерес терĕ. Пÿлĕм варрине вырнаçтарнă чăрăш вуллисем çине шурă материалпа чĕркенĕ сĕт кĕленчисене çакрĕ. Юнашар пурăнакансем те çак илеме курма килчĕç.

— Ах, вăрçăччен сĕте тăраниччен ĕçеттĕмĕр, халĕ кĕленчисем çине çеç пăхса лармалла ĕнтĕ, — терĕç пăшăлтатса.

Анне таçтан çурта тупрĕ. Ăна темиçе пай туса сĕтел çине черетпе лартрĕ те вĕсене шăрпăкпа тивертрĕ. Йăлкăшса çунаççĕ çуртасем. Çавăнталла тинкереççĕ килнисем. Çунсан, çунсан лапах сÿнчĕç çуртасем... Кÿршĕсем макăрсах ячĕç.

— Пирĕн пурнăçа сăнларĕç вĕсем. Вăрçăччен аван пурăнаттăмăр. Такăр çулпа утса-чупса çÿреттĕмĕр. Инкек сиксе тухрĕ те сукмак тумхахланчĕ. Такăнтарать те, шутарать те. Çурта лаплатса сÿннĕ пек кĕçех пирĕн пурнăçăн çутă кунĕ те пĕтет... — хÿхлерĕç ĕсĕклесе.

Тепĕр куннех инкек. Аннен пиччĕшĕ Константин Константинович Флуг пурнăçран уйрăлчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, аттене çухатрăмăр.

— Ах, а-а-ах... А-а-а! — тесе асапланса вилчĕ.

Çав хăрушă сасă кашни кун хăлхара янăрама тытăнчĕ. Тĕлĕкре те аттене куратăп.

Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче кукамай, Елизавета Дмитриевна Флуг, вырăнпах выртма пуçларĕ. Калаçайми пулчĕ. Акă пĕр кунхине унăн пÿлĕмне кĕтĕм. Вăл унчченхиллех хускалми выртать.

Кукамай, кукамай тетĕп, эсĕ çывăратăн-и? — терĕм шăппăн ун умне пĕшкĕнсе.

Куçĕсем çурма уçă пулнине курса, сывлăшĕ тухманнине туйса алăпа çамкине сĕртĕнтĕм. Тимĕр юпа пекех сип-сивĕ вăл. Шикленсе ÿкрĕм. Каялла чакрăм та пÿлĕмрен тухса тартăм. Анне патнелле утрăм. Кукамай пирĕнтен ĕмĕрлĕхех кайнине хыпарларăм.

— Тинех лайăх ĕнтĕ ăна. Хырăм выççи, сивĕ хăратмасть текехрен... Ывăлăм, малашнехи пурнăçшăн ан пăшăрхан... Кĕçех эпир те кукаму патне кайăпăр. Шантарсах калатăп, унта ырăрах, — калаçрĕ вăйсăррăн.

Çак кунтанпа анне те халсăрланчĕ. Вырăн çине епле выртнă, çаплипех выртать.

— Ывăлăм, пĕлетĕн-и, сывлама та вăй кирлĕ иккен... Темĕн, паянтан нумай пурăнасси пулмастех, — терĕ хăйăлти сассипе.

Ытлари кун юнашар пÿлĕмре пурăнакан Вера Григорьевна тăван патне çитсе килес терĕм. Ырăскер вăл. Мĕн пуррине яланах пирĕнпе пайлать. Икĕ уйăх каялла çурчĕ çунса кĕлленчĕ. Ун хыççăн пирĕн пата килчĕ.

Акă вăл пурăнакан пÿлĕм. Алăкне уçрăм. Ах... Вера аппан питне виçĕ пысăк йĕкехÿре кăшлать. Тăпăлтараççĕ кăна. Сасă пулнăран хайхисем ман еннелле сикрĕç... Юрать алăка хупса ĕлкĕртĕм.

Килте 4 виле... Пÿртре холодильник пек сивĕ пулнăран нимĕнле шăршă-маршă та çук. Капла вилесемпе пурăнмалла маррине пĕлетпĕр-ха, анчах вĕсене кам çăва çине илсе кайĕ? Никамăн та вăй-хал çук-çке. Апла пулин те малтанах кукамая мĕнле те пулин пытарас тесе тăрăшрăмăр. Пĕр хĕрарăм пире 125 грамм çăкăрла тата 100 тенкĕлле пулăшма шантарчĕ. Ăна пытарассине систерчĕ. Юратнă çыннăмăра асаплана-асаплана шурă простыньпе чĕркерĕмĕр те унта «Е.Ф» тесе çыртăмăр. Ÿтне ман çуна çине вырнаçтарса хутăмăр, хайхи хĕрарăм ăна туртса тухса кайрĕ...

Тепĕр темиçе кунтан пĕтĕм вăя пухса урама тухрăм çеç, пирĕн-тен инçех мар грузовик тăнине куртăм. Ятарлă ушкăн урамри вилесене пуçтарса çав машина çине тиет. Кĕçех пирĕн çуртăн картлашки айĕнче пуçтарăннă вилесене илсе тухма тытăнчĕç. Авă пĕрне çуни-мĕнĕпех туртса тухрĕç. Кукамая палласа илтĕм. Чĕре çурăлса тухатчĕ. Ара, шаннă хĕрарăм пире улталарĕ иккен. Юратнă çыннăма вăл масара илсе кайса пытарман, картлашка айне хурса хăварнă.

Аттен шăллĕ, Михаил Федорович Глазунов, çар медицинин академикĕ эмелсем турттаракан шоферсене хăйĕн çемйине, пиччĕшне, йăмăкне, амăшне тупса пама тархасланă.

— Эсир таçта та çитетĕр. Тен, сасартăк тĕл пулсан, илсе килĕр вĕсене ман пата, — тенĕ.

Ял шкулĕнче

1942 çулхи март уйăхĕнче эпĕ ун патне лекрĕм... Пĕр уйăх çар госпиталĕнче сиплерĕ вăл мана. Хыççăн пĕр яла вырнаçтарчĕ. Аннешĕн çав тери тунсăхланăскер тÿрех çыру çырма лартăм. Кашни кун киле хыпар яратăп. Анчах аннерен пурĕ те 2 хут хурав çеç илтĕм.

«Пĕртен-пĕр юратнă ывăлăм. Эсĕ маншăн хĕвел... Яланах, кашни кун, кашни минутра сан пирки шухăшлатăп. Тунсăхлатăп. Çапах та эсĕ тутă хырăмпа пурăнни савăнтарать мана. Сана питĕ курас килекен пулчĕ. Юрать кайрăн эсĕ кунтан. Унсăрăн паянхи кун та хам пекех выçă ларăттăн. Кирек мĕнле пулсан та... ан ман мана. Чуптăватăп...»

«...Илюшенька, пĕлетĕн-и, ручка тытма та вăй-хал кирлĕ иккен. Анчах эсĕ маншăн ан пăшăрхан. Санăн сывлăху çеç пултăр. Малашне те çырсах тăр. Çырăву хавхалану çеç кÿрĕ яланхиллех...»

Урăх... урăх аннерен хыпар пулмарĕ. Вăл выçăпа вилнĕ çинчен пĕлсен... йăлтах вăйран кайрăм.

— Анне, аннеçĕм, сана унчченхиллех юратăп, — тесе вĕçĕмсĕр пăшăлтатрăм.

Блокада хыççăн вара тытăнчăклăн калаçа пуçларăм. Ял шкулĕнче те хамран хам, ыттисенчен вăтанса учитель ыйтăвĕсене хут çине çырса хурав пама тытăнтăм. Вĕрентекен доска умне кăларсан пушшех аванмарланатăп. Пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса каятăп. Чĕтреме те еретĕп. Чи тĕлĕнмелли — манран никам та кулмасть. Пурте ăнланса пулăшма тăрăшаççĕ.

Пĕр кунхине ман пата аслă класра вĕренекен арçын ача пырса тăчĕ. Куçран шăтарасла пăхнă хыççăн:

— Илюша, сана кам та пулин кÿрентерсен, тÿрех мана пĕлтер. Эпĕ ун пеккисене самантрах вырăна лартăп. Халĕ вăрçă кĕрлет. Пурин те пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пымалла. Çавăнпа та пирĕн тăрăхра çак нушана ăнланаççĕ. Сана, ют тăрăхран килнĕскере, кÿрентермеççĕ-ши тесе ыйтса пĕлес терĕм, — палăртрĕ хăй шухăшне хайхискер.

— Çу-у-ук... Ун пек пулман. Кунта хама тăван тăрăхри пекех туятăп, — терĕм шăппăн çеç.

Пĕр кунхине шкулта уяв пулчĕ. Каç енне çеç салантăмăр пĕлÿ çуртĕнчен. Кил еннелле утатпăр. Юлташсене амăшĕсемпе кукамăшĕсем, асламăшĕсем урама кĕтсе илме тухнă. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене ытама илсе пит çăмартисенчен чуптунине пăхма маншăн питĕ йывăр пулчĕ. Унтан пĕри:

— Авă, çав арçын ача тăлăхскер... Ашшĕ те, амăшĕ те çук унăн. Ленинградран килнĕ те, вăрçă чарăничченех кунта пурăнать. Халĕ вăл пĕр кинемей патĕнче хăтлăх тупнă. Питĕ шел ачана, — терĕ палламан хĕрарăм ассăн сывласа.

Сăмахĕ ман пирки пулнине ăнлантăм. Пит тăрăх вĕри куççуль юхрĕ. Чăнах, хĕрарăмăн сăмахĕсем чуна пырса тиврĕç-çке! Тунмастăп, юратнă аннем ытамĕнче пулса ачашланас килет. Анчах эпĕ ăна ĕмĕрне те курас çук, ĕмĕрне те...

Эвакуаци хыççăн тăван Ленинграда таврăнтăм. Унăн ишĕлчĕк урамĕсемпе утса пынă чухне куçран куççуль тухрĕ. Хамăр пурăннă çуртăн картишне кĕрсен такам:

— Илюшенька! Илюшенька! — тесе хыттăн кăшкăрчĕ.

Кÿршĕ хĕрарăмĕ. Аннене курнăнах туйăнса кайрĕ... Ÿнер шкулне вĕренме кĕтĕм. Шăп та лăп ÿкернĕ чухне лăпкăлăх авăрĕнче ишме тытăнтăм.

Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.

Художник ÿкернĕ сăнсем: хĕрĕ Вера, ывăлĕ — Ваня.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.