АНЛĂ САРĂЛНĂ ЧИРСЕН ШУТĔНЧЕ

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ 2007 çулта хăйĕн 60-мĕш сессийĕнче çирĕплетнĕ тăрăх çуллен ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сив чире хирĕç кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ.

Сив чир /маляри/ - паразитсем пуçаракан анлă сарăлнă чирсенчен пĕри. Совет Союзĕнче вăрçăчченхи çулсенче унпа çулталăкра 6-12 миллиона яхăн çын аптранă. Чирлекен Вăтам Азири тата Кавказ леш енчи республикăсенче уйрăмах нумай пулнă. Тĕллевлĕ ĕçлесе 1960 çул тĕлне çĕр-шывра сив чире тĕп тунă темелле. Анчах юлашки çулсенче йĕркеленнĕ социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне, çак чире çĕнтереймен ытти территорирен куçса килекен чылаййине, ют çĕр-шывсемпе тытакан çыхăнусем анлăланнине пула сив чир хăрушлăхĕ самантлăха та чакмасть. Раççее вăл, тĕпрен илсен, Таджикистанпа Азербайджанран килет.

Чире 4 тĕрлĕ плазмоди паразитсем пуçараççĕ. Инфекци çăл куçĕ - чирлĕ çын е вăрăм туна. Çын организмĕнче плазмоди сиплемесен 1,5-4 çул, уйрăм тĕслĕхре ĕмĕр тăршшĕпех пурăнать. Сывлăш температури 16 градусран чаксан вăрăм тунари чир паразичĕн аталанăвĕ чарăнса ларать.

Сив чир унпа аптракан çын юнне ярсан та куçма пултарать. Çие юлнă хĕрарăма инфекциллĕ вăрăм туна çыртсан хырăмри ачана чир ернĕ тĕслĕхсем те пур.

Чир вăхăт-вăхăтпа шăнтса пăрахнипе, вĕрилентернипе, тарлаттарнипе палăрать. Приступ - 1-2 сехетрен пуçласа 12-14 сехет таран, тропик сив чирĕ чухне 24-26 сехете пырать.

Тропик сив чирĕ уйрăмах йывăр, сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать, шăнтнипе, хытă тарлаттарнипе, пуç ыратнипе палăрать. Çивĕч энцефалит, тавралăхра çухалса кайни, кома е шок аталанма пултараççĕ.

Сив чирĕн виçĕ тата тăватă кунхи формисем çăмăлрах. Вĕсем вăй пĕтнипе, шăнтса чĕтрентернипе пуçланаççĕ, унтан температура майĕпен хăпарать, пуç ыратать, ăш пăтранать, хытă тарлаттарать. Приступ темиçе хут та аптратать, темиçе уйăх хушши çĕнĕрен те çĕнĕ хут пуçланма пултарать.

Чиртен икĕ мелпе сыхланма пулать:

- вăрăм туна çыртасран асăрханмалла*

- сив чире хирĕçле препаратсем ĕçмелле /химиопрофилактика/.

Чикĕ леш енчи шăрăх, уйрăмах тропик климатлă çĕр-шывсенче, сив чир ерес хăрушлăх питĕ пысăк. Хальхи вăхăтра инфекци вучахне лексен те чир çаклатасран асăрханмалли майсем пур. Шăрăх çĕр-шывсене кайма хатĕрленекен çынсен химиопрофилактика тума тытăнмалла. Ăна çула тухас умĕн темиçе кун маларах пуçламалла та таврăнсан 4-5 эрнерен кăна вĕçлемелле. Çак йĕркене пăхăнмасан, химиопрофилактикăна татăкăн-татăкăн кăна тусан вăл сив чир ересрен хÿтĕлеймест.

Вăрăм туна çыртасран карăсемпе, ăна хăратакан хатĕрсемпе усă курмалла. Сив чирлĕ вăрăм тунасем çынна каçхине /урамра кăна мар, пÿлĕмре те/ тăтăшрах тапăнаççĕ. Çак тапхăрта кĕлеткен ытларах пайне хуплакан çăтă çи-пуç тăхăнмалла. Уçă ÿте репеллент крем, спирт шĕвекĕ сĕрмелле, аэрозольпе сирпĕтмелле. Кирлĕ пулсан - çи-пуçа та. Вăрăм тунасем вĕçсе кĕресрен алăксемпе чÿречесене сеткăпа хупламалла. Пÿлĕмсене кашни каç аэрозольпе сирпĕтсе тухни вырăнлă.

Хăвăра лайăх туйсан та температура ÿснине асăрхасанах тухтăр патне каймалла. Ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулăр.

 

Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн дезинфектолог тухтăрĕ.

/Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕ йĕркеленĕ/.

Лидия РУСАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.