Андрей Чибис: Чăваш Ен - ăнăçу тĕслĕхĕ

27 Юпа, 2015

Унăн Ӳсĕмĕ Мускавсене те хавхалану кўрет

Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕн Андрей Чибисăн Шупашкарта ирттернĕ çав кунхи ĕç графикĕнче пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ, çапах та Андрей Владимирович хăйне ăс парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă /вăл тĕп хулара 1979 çулта çуралнă/ вăтам /халĕ - пуçламăш/ шкула çитме, унти вĕрентекенсемпе тата халĕ парта хушшинче ларакансемпе тĕл пулма май тупрех. Ăш пиллĕ калаçура иртнĕ вăхăта, хальхи пурнăçа аса илчĕç. Тата, паллах, хальхи пурнăçри кăлтăк-йывăрлăх çинчен те калаçу пулчĕ. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕртех çĕкленĕ шкул çурчĕ самаях хавшанă, кирпĕчрен пулин те пусăрăннă. Çĕршыври пурăнмалли патшалăх çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ ăна юсама, хăтлăлатма май тупма шантарчĕ.

Унтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа иккĕшĕ тĕп хуламăрти темиçе предприятие çитсе курчĕç. Чи малтанах "Гален" ОООра пулса строительство, çул-йĕр отраслĕсем тата тимĕр-тăмăр промышленноçĕ валли хальхи вăхăта тивĕçтерекен композитлă материалсем хатĕрлессин процесĕпе паллашрĕç. Предприятире питĕ çирĕп, вăрах вăхăт тутăхман продукци хатĕрлеççĕ. Унпа металл вырăнне усă кураççĕ. Çакă çĕклекен об<ектсен çирĕплĕхне вăйлатать тата вĕсен хăйхаклăхне чакарать.

"Гален" обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Гуринович пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр предприяти ертÿлĕхĕн функцийĕсене Мускава парас шухăш та пулнă имĕш: "Ку тĕрĕс маррине ăнланса илтĕмĕр. Мĕншĕн тесен кунти ĕçтешсен вăй-хăвачĕ, пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине туйса тăраттăмăр. Юлашки вăхăтра производство хăвачĕсем ÿснĕ май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăннă. Предприятин кăçалхи виçĕ кварталти кăтартăвĕсем производство калăпăшĕ 38: ÿснине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа пĕрлех, паллах, продукци сутасси те. Çавна май производство участокĕсенче ĕç вăйĕ çитмест, çĕнĕ специалистсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ".

Михаил Игнатьев "Гален" ООО продукцийĕн презентацийĕ вăхăтĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионне тата унăн тулашне ăсанакан агрегатсемпе пайсен пахалăхне пысăк хак пачĕ, коллектива уçăмлă тата тупăшлă ĕçленĕшĕн, продукци пахалăхĕшĕн, налука вăхăтра тата туллин тÿленĕшĕн тав турĕ.

Ун хыççăн Михаил Игнатьевпа Андрей Чибис Шупашкар хулинчи производствăри тата строительствăри, кил-тĕрĕшри хытă каяшсене пĕр çĕре пухса вĕсене уйăрса суйлакан станци тата Çĕнĕ Шупаш карти тирпейлесе хумалли полигон ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Станципе комплекса кăçал хута яма палăртнă. Тĕрĕсрех, концесси килĕшĕвĕпе çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмăн пĕрремĕш тапхăрне раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче вĕçлемелле. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕлтĕр полигонăн пĕрремĕш тапхăрта тума палăртнă ĕçе вĕçленĕ. Ыттине концесси условийĕсене тĕпе хурса инвестици шучĕпе туса пĕтермелле. Ĕç кал-кал пыни, унăн пахалăхĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи хытă каяшсен полигонне официаллă хупнăран пĕтĕм тасамарлăха Шупашкарти станци витĕр кăларса Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" зонинчи полигона кĕçех турттарма тытăнĕç. Республика Пуçлăхĕпе Мускав хăнине çак процесăн пĕтĕм тапхăрĕпе тĕплĕ паллаштарчĕç.

Концесси килĕшĕвĕпе çĕкленекен тата çĕкленнĕ об<ектсене пăхса çаврăннă, унăн технологийĕпе паллашнă хыççăн РФ министр заместителĕ çак килĕшĕвĕн проекчĕпе об<ектсем тăвас енĕпе Чăваш Ен пысăк опыт пухнине, унпа ытти регион та тухăçлă усă курма пултарнине кăмăлпа палăртрĕ. "Кусем - пурнăçра питĕ кирлĕ об<ектсем, вĕсем ĕçлеме тытăннăранпа хула тата тасарах пулĕ, экологие те сиен кÿмĕпĕр. Тасамарлăха суйласа уйăракан станци хальхи пур требование те тивĕçтерет. Шупашкар хули - хытă каяшсене пĕтĕмпех, 100 проценчĕпех, ятарлă комплекс витĕр кăларса тирпейлекен сферăри пĕртен-пĕр хула. Чăваш Ен - çĕршыври çакна пурнăçлама пултарнă пĕрремĕш регион. Çак проект манăн тăван республикăра ăнăçлă пурнăçланни маншăн уйрăмах кăмăллă", - терĕ Андрей Чибис.

Михаил Игнатьев журналистсене çавăн пекех Улатăр, Çĕмĕрле тата Канаш хулисенче /çав хуласен çывăхĕнчи районсем валли те/ хытă каяша суйласа уйăракан çакăн евĕрлĕ, калăпăшĕпе пĕчĕкрех станцисем тăвас ыйтăва сÿтсе явни çинчен пĕлтерчĕ: "Вĕсенче хальхи пек хăватлă стройка пулмĕ. Каяш турттаракан машинăсемпе илсе килнĕ тасамарлăха çакăнти технологипе тирпейлĕç".

Паянхи кун тĕлне республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче хальлĕхе 42 концесси килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Çапла тума Раççей Федерацийĕн профильлĕ министерствипе Чăваш Республикин Правительстви тата ЖКХ тытăмне укçа-тенкĕ хывма килĕшнĕ инвесторсем виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пуснă хыççăн тума май килнĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев вĕçленсен Михаил Игнатьевпа Андрей Чибис ятарлă канашлу ирттерчĕç. Унта регион ертÿçи федераци министерствине патшалăх программисене пурнăçлама пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕ. "Эпир патшалăхăн халăхшăн усăллă кашни программăнах хутшăнма тăрăшатпăр. Йывăр пулин те вĕсене пурнăçлама софинансировани шучĕпе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăратпăр", - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн тĕллев - Раççейри чи лайăх регионсен шутĕнче пуласси".

Канашлура республикăшăн пĕл­терĕшлĕ ытти ыйтусем те çĕкленчĕç. Сăмахран: нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама харпăрлăхçăсенчен укçа-тенкĕ пухасси те. Михаил Игнатьев сĕнĕвĕпе чи малтан çав çурт-хваттер хуçисем хăйсен пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курнă тата харпăрлăхçăсен 70 проценчĕ тĕпрен юсама укçа хывнă çĕрте юсама тытăнмалла. Çакăн пек туни ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулĕ. Çак шухăшпа Андрей Чибис та килĕшрĕ: "Михаил Васильевич, Сирĕн сĕнĕве ырлатăп кăна, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Андрей Владимирович, - çынна хавхалантарма тăрăшмалла. Вăл вара пирĕн пуçарăва ăнланса йышăнĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли черете çирĕп пăхăнмалла..."

РФ строительство тата ЖКХ министрĕн заместителĕ Андрей Чибис çак тытăмра патшалăхпа уйрăм çын пĕрле килĕштерсе ĕçлесси тĕпре пулмаллине, Чăваш Енре шăпах çакна пăхăннине, шута илнине аса илтерчĕ: "Республикăра инфраструктурăна комплекслă аталантармалли программа ăнăçлă ĕçлет, концесси килĕшĕвĕсем туса вĕсене пурнăçлаççĕ. ЖКХ тытăмне уйрăм çынсен инвестицийĕсене хывассипе, çак енĕпе лайăх условисем тăвассипе Чăваш Республики Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнать. Чăваш Енĕн çитĕнĕвĕсем пысăк, анчах ума тата пысăкрах тĕллевсем лартмалла. Концесси программисене малашне те пурнăçа кĕртмелле. Эпир 250 пин çынран сахалрах хуласем валли асăннă программăсене процент ставкине субсидилемелли йышăну кăларатпăр. Ку майпа усă курма сĕннĕ пулăттăм. Пире ЖКХ тытăмĕнчи ĕçсен ÿсĕмĕ кирлĕ. Эпир пахаланă концесси шăпах çавăн йышшинчен, ăнăçу тĕслĕхĕ".

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: