Ăнăçу тăрăшуллисене юратать

Лайăх вĕренекен ача яланах малтисен ретĕнче пырать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Çывăх çынсемпе вĕрентекенсен ятне ярасшăн мар вăл. Çавăнпа пĕлĕвне анлăлатса нумайрах та нумайрах пĕлме ăнтăлать. Тăрăшуллисене вара, хăвăрах чухлатăр ĕнтĕ, ăнăçу нумай кĕттермест.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренекен Таня Логинова – Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Вăл çак пысăк та сумлă хавхаланăва тивĕçнĕ пулсан, эппин, унăн хастарлăхĕ пирки иккĕленмелли çук.

Таня нихăçан та ÿркенсе тăмасть: вĕрентекен хушнине те, киле панă ĕçе те яваплăха туйса пурнăçлать. Пĕчĕк чухнех нумай пĕлме ăнтăлнă вăл, ашшĕпе амăшĕ вара хĕрне кăсăклантаракан ыйтăва яланах хуравлама тăрăшнă. Çавăншăн тав тăвать те маттур хĕр ача çывăх çыннисене. «Вĕсем мана ĕненчĕç. Эпĕ вĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшрăм. Çакă мана вĕренÿ-ре малта пыма хавхалантарать», – тет вăл. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн Галина Еноховна Бархоткинăн тата класс ертÿçин Николай Михайлович Фадеевăн тÿпи те пысăк. Вĕсем тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшни вĕренекенсен çитĕнĕвĕнче сисĕнет. Малашлăхĕ мĕнле пуласси хăйĕнчен чылай килнине Таня аван ăнланать, çавăнпа нихăçан та алă усса лармасть.

Конкурссене хаваспах хутшăнакан хĕр ача кашнинчех хăйĕншĕн мĕнле те пулин çĕнĕлĕх уçать. Уйрăмах тăван ен культурипе хутшăннă олимпиадăна ăшă туйăмпа аса илет. Халăхăмăрăн йăли-йĕркипе вăл мĕн ачаранах кăсăкланать. Ара, асламăшĕ мăнукне иртнĕ пурнăç çинчен чылай каласа панă, ăна итленĕ чухне хĕр ача шухăшпа ĕлĕкхи саманана куçсах каять. Шкулта вара Татьяна Васильевна Горбунова вĕрентекен те кăсăкланăва аталантарма пулăшать. Акă икĕ çул хушши ĕнтĕ Таня çак предметпа республика олимпиадинче çĕнтернĕ. Тăван ен культурипе паллаштаракан кĕнекесене вуласан каллех ĕмĕт авăрне путать вăл, чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕ хăй патне илĕртнине туять. Тумтирĕ те, йăли-йĕрки те, пĕр-пĕ-ринпе хутшăнни те, сăпайлăхĕ те, туслăхĕ те, сăмахлăхĕ те çав вăхăта туртать тейĕн. Таня истори предметне те пуçламăш класранпах кăмăллать. Пуринчен ытла ăна Раççей кун-çулĕ интереслентерет. Тухтăр ĕçне алла илсе çынсене сиплеме ĕмĕтленнĕ май малашнехи çул-йĕр çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăнĕ пулин те истори пур пĕрех Таньăн чи юратнă предмечĕ.

Хĕр ачан кăсăкланăвĕ çав тери тĕрлĕ енлĕ. Космос çинчен калаçнине илтсен лăпкă юлма пултараймасть вăл.

«Пур ачана та тĕнче уçлăхĕ илĕртет. Эпĕ те ун пирки чылай шухăшлатăп. Хальччен те тĕпчесе пĕтермен анлă уçлăх вăрттăнлăхĕпе хăйĕн патне туртать», – тет Ваçкаçырми ялĕн маттур хĕрĕ. Сергей Николаевич Марков вĕрентекен районта космонавтсен отрячĕ пуррине пĕлтерсен пултаруллă хĕр ачан та унта çитес шухăш çуралнă. Вĕрентекен пулăшнипе вăл юлташĕсемпе çав юхăма лекнĕ. Час-часах çамрăк космонавтсен слетне хутшăннăран «Ĕмĕтленекен» ята тивĕçнĕ. Космоспа çыхăннă тĕрлĕ конференцире каллех малтисен йышĕнче.

Таня Логинова сĕтел çи теннисла выляма ăста. Çакăншăн вăл ашшĕне чунтан тав тăвать. «Атте ятарласа çак вăйă валли сĕтел турĕ. Эпир иксĕмĕр кашни кунах ăмăртса выляттăмăр. Малтанах атте тăтăш çĕнтеретчĕ, – тет йывăрлăха парăнма хăнăхман хĕр ача. – Кайран унран ăсталăха вĕренсен хам та ним чухлĕ те кая мар выляма пуçларăм. Часах район шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм. Çĕнтерме вара атте сăмахĕсем хавхалантараççĕ. «Санран лайăх вылякан çук», – терĕ вăл мана пĕринче. Çак сăмахсене ĕнентĕм эпĕ. Аттен шанăçне тÿрре кăлартăм пулĕ тетĕп». Сĕтел çи теннис спортсменĕ шахматла выляма та ăста. Районти ăмăртура çĕнтерсе медальлĕ те пулнă.

«Шкулти пур мероприяти те пирĕн алăра, – тет Таня. – Кăçалхи Çăварни уявĕнче пирĕн класс хастарлăх кăтартса чи маттурри пулса тăчĕ. Эпир питĕ туслă, çавăнпах конкурссенче те час-часах мала тухатпăр».

Пирĕн хушăра ырă тĕслĕх кăтартакансем пур чухне вĕсенчен вĕренер те вĕренер! Илĕртÿллĕ те ырă кăмăллă Таньăна вара малашне те ăнăçу сунар!

 

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.