Амнисти вĕсем валли мар

19 Çу, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа РФ Патшалăх Думи йышăну кăларса амнисти ирттересси çинчен пĕлтернĕ май судпа айăпланнисен, вĕсен çывăх çыннисен нумай ыйту çуралать. Ирĕке камсем тухма пултарасси пирки «Хыпар» иртнĕ номерсенчен пĕринче çырчĕ. Анчах кам тухма пултараймасть, камсен колонипе иртерех сывпуллашма ĕмĕтленни кăлăхах?

Ыйтăва ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ Петр Филиппов хуравларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - асăннă йышăнупа килĕшÿллĕн айăпланнисен çак категорийĕсене амнисти пырса тивмест: уйрăмах хăрушă рецидивистсене, явап тытмалли йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансене, ирĕклĕхсĕр хăварнă вырăнсенче каллех преступлени тунисене* каçарса е амнистипе 2005 çул хыççăн ирĕке тухнă май каллех пĕлсе тăрса преступлени тунисене.

Асăннă йыша çавăн пекех çын вĕлернĕшĕн /Уголовлă кодексăн 105 статйи/, çынна мăшкăлланăшăн /131 ст./, секспа çыхăннă пусмăр тата мăшкăл ĕçĕсем тунăшăн /132, 135 ст./, хваттер çаратнăшăн /158 ст. 3, 4 пайĕсем/, пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе улталанăшăн, вăрланăшăн тата тăкакласа пĕтернĕшĕн /159 ст. 3, 4, 160 ст. 3, 4 пайĕсем/, бандитизмшăн /209 ст./, преступниксен пĕрлĕхне йĕркеленĕшĕн /210 ст./, çул-йĕр правилисене пăснă май пĕр тата ытларах çынна вилĕм кÿнĕшĕн /264 ст. 4, 5, 6 пайĕсем/, взятка илнĕшĕн тата панăшăн, ку енĕпе посредник пулнăшăн /290, 291, 291.1 ст./, право хуралĕн органĕн сотрудникĕн пурнăçне тапăннăшăн /317 ст./, влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн /318 ст./ тата ытти преступленишĕн ирĕклĕхсĕр хăварнисем те кĕреççĕ.

Амнистипе çыхăннă йышăнăва кашни ристан тĕлĕшпе уйрăммăн тăваççĕ. Вăл е ку çын тĕлĕшпе тивĕçлĕ кăтартусем çук пулсан амнистипе çыхăннă ыйтăва татса парассине хушма документсем иличчен каяраха хăвараççĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ ыйтса пĕлнĕ

Автор: