Амăш – ачисен тĕревĕ

1 Чÿк, 2017

Кирек ăçта — Чăваш Енре е Германире, Калмăкра е Тывара, Кăркăсстанра е ытти вырăнта — лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă — яланах халăхсен хушшинчи килĕшĕве, хутшăнусене, туслăха çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă.

Хăйĕн хыççăн пултаруллă вĕренекенсен ушкăнне хăварнă. Дмитрий Лихачев академик ăна Никита Бичурин, Иван Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ пек хакланă. Пирĕншĕн Геннадий Никандрович Волков — тăван халăха парăннă çын. Çакна вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Пурăннă пулсан ентешĕмĕр юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ.

Хальхинче вара — Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков пуçарса янă çĕнĕ ĕç — этнопедагогика — çинчен мар, çак çынна çав çул çине тăма пулăшнă чи çывăх çынни пирки сăмах хускатас тетĕп. Геннадий Никандровичăн амăшĕпе Евдокия Михайловна Волковăпа — Альтук аппапа — икĕ хутчен тĕл пулса калаçма тивнĕ мана. <...>

Пирĕн пĕрремĕш тĕлпулу 22 çул каялла иртнĕччĕ. Альтук аппапа хăй çуралса ÿснĕ, ĕмĕрне ирттернĕ ялта — Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре мар, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан ывăлĕн Зиновий Никандровичăн /шел, халĕ вăл та çук ĕнтĕ. — Авт./ хваттерĕнче — иртнĕччĕ. Вуннăмĕш теçеткене пуснăскере хĕл каçма хулана илсе килетчĕç. <...>

Эпĕ пынă кун та Альтук аппа пĕччен марччĕ. Унăн ывăлĕсем те амăшĕпе пĕрлехчĕ. Вĕсенчен чи асли — Геннадий, эпир пурте пĕлекен Геннадий Никандрович Волков, чăвашсен пĕрремĕш академикĕ, доктор ятне икĕ хут тивĕçнĕскер, çав вăхатрах Эрфурт академийĕн хисеплĕ докторĕ, вăталăх ывăлĕ — Анатолий Никандрович — медицина наукисен докторĕ, кĕçĕнни — Зиновий Никандрович — медицина наукисен кандидачĕ. Виçĕ ывăл, виçĕ ăсчах, виçĕ пăхаттир. Вĕсемпе юнашар — амăшĕ, 92 çулти Альтук аппа. Вăтам пÿллĕ, имшеркке, шурă тутăр айĕнчен кĕмĕл пĕрчĕсем вĕлтĕртетеççĕ. Ăсĕ-тăнĕ хăйпе пĕрлех. Шÿтлеме юратать. Калăн, ун умĕнче пысăк, сумлă ĕçре палăрнă çынсем мар, вун-вун çул каялли пекех катан пиртен çĕлетнĕ кĕпепе, çÿçе шакла кастарнă пĕчĕк ывăлĕсем лараççĕ. <...>

«Альтук аппашăн начар çын çук», — тенине илтнĕччĕ ентешсенчен — Елчĕксенчен. Ун пирки хăй мĕн шухăшланине пĕлес килчĕ.

— Пурнăç тĕрлĕрен килет ĕнтĕ. Çын кăмăлне пĕлсе çитерме çук. Эпĕ хам пит тарăхакан çын мар. <...> Ман тата Лена хĕр те пур вĕт, — васкамасăр калаçать Альтук аппа. — Тĕрĕссипе, Турă ирĕк памарĕ çав хама хĕрача çуратма. Упăшкан шăллĕн хĕрне усрава илтĕмĕр. <...> Ах, питĕ учитель пулас килетчĕ.

— Мĕн чăрмантарнă-ши ĕмĕтĕре пурнăçлама?

— Чиркÿ шкулĕнче икĕ класс пĕтерме çеç тÿр килчĕ. Шăллăма пăхмалла тесе анне шкула урăх яман. Ун вырăнне шăллăм икĕ институт пĕтерчĕ. <...>

— Альтук аппа, пурнăç хулара çăмăлрах-ши е ялта-и?

— Хулара ачасемпе юнашар пулсан та ялах чун туртать. Ялта ирĕклĕ пек. Ял-йышпа хутшăнса пурăнатпăр, çынсем пĕр-пĕрне çывăх. Хулари кашни çемье хăйĕн йăвинчен тухасшăн мар. Кÿршĕ кÿрше палламасть. Хулара халăха çыхăнтараканни çук. <...>

Евдокия Михайловна чăваш ачисем чăвашла пĕлменнишĕн пит хурланса калаçрĕ ун чухне:«Чăвашла вĕрентмесен ача усал ÿсет, — терĕ вăл. — Ăсĕ хĕсĕнсех пырать, имшерленет. Вара чăваш ачи тăван килĕнче усрав ывăл, усрав хĕр пулса тăрать. Тăван чĕлхесĕр тăван кил çук, анне чĕлхисĕр çуратнă анне те — ама çури. Чăвашла та вĕренеймен чăваш арăмĕ ачине мĕне вĕрентĕ-ши?» <...>

Ачисем еплерех хаклаççĕ-ха амăшне? Геннадий Никандрович çапла палăртрĕ:

— Анне пурăннă чухне эпир те сывă. Вилĕмсĕр. Вăл çук пулсан çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.