Ăмăртура – ял спортсменĕсем

9 Çĕртме, 2016

1951 çул пуçламăшĕнче Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнче «Колхозник» ?1956 çултанпа - «Урожай»% физкультурăпа спорт обществи туса хунă. Çавăн хыççăн республикăра физкультурăпа спорт лайăх аталанма тытăннă.

65 çул каялла республика чемпионачĕсенче тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Николай Лукшанов колхозникпа Сергей Скворцов учитель /Шупашкар районĕнчи Ишек тăрăхĕ/, Георгий Яшмейкин /Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш/, Вера Стеклова, Рассых Бикчурин, Рассых Камалетдинов /Патăрьел районĕ/, Ардалион Игнатьев çамрăк учитель /Елчĕк районĕ/ уйрăмах палăрнă. Çав çулхи кĕркунне вĕсем Нальчикра иртнĕ Раççейри ял спортсменĕсен I-мĕш спартакиадинче ăмăртса малти вырăнсене йышăннă. Чăваш Енре ял спорчĕн обществине туса хунăранпа тата пирĕн ентешсем çĕршыври ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тума пуçланăранпа кăçал 65 çул çитрĕ.

Çав вăхăтра физкультурăпа спорт аталанăвĕнче пултаруллă çынсем çирĕп никĕс хывса хăварнине çамрăксем малалла тăсаççĕ. Çакна кăçалхи çĕртме уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче иртнĕ республикăри ял спортсменĕсен ХVIII вăййисем те çирĕплетрĕç.

Çуллахи спорт уявне 21 районтан 800 ял ĕçченĕ хутшăнчĕ. Хĕрÿ ăмăртăва пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Кĕçех çĕнĕ те хăтлă стадион шăв-шавпа тулчĕ: çăмăл атлетсемпе лапталла вылякансем ăмăртма пуçларĕç. Юнашарти площадкăри кавир çинче вунă районти вăйлă хĕрсемпе каччăсем сарлака та тачă пиçиххисем çыхса кĕрешĕве тухрĕç.

Спортăн çак енĕпе тата икĕ куна пынă ытти ăмăртусенче Шупашкар район спортсменĕсем уйрăмах палăрчĕç, ЧР Ял хуçалăх министерствин кубокне тивĕçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Вăрнар районĕнчи маттурсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç, виççĕмĕшĕнче - Йĕпреç районĕ. Елчĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш районĕсен спортсменĕсене кире пуканĕ йăтассипе çитекенни пулмарĕ. Чемпион ятне Шупашкар районĕнчи Ишлейри самбистсем, Муркаш енчи алă вăйне виçекенсем, Канаш тăрăхĕнчи теннисистсемпе кĕрешÿçĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи виçĕ енлĕ тупăшура вăй виçекенсем те тивĕçрĕç.

Шел, кăçалхи спорт сезонĕ Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Красноармейски, Вăрмар, Куславкка, Тăвай районĕсемшĕн йывăр иртет. Вĕсем ăмăртусенче çитĕнÿсемпе савăнтараймарĕç. Паллах, çакă вырăнсенчи пуçлăхсене, уйрăмах спорт шкулĕсен ертÿçисене, физкультурăпа сывлăх керменĕсен хуçисене чыс тумасть.

Петр Сидоров.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.