Алина Прокопьева — çĕнтерÿçĕ, Михаил Максимов — призер

11 Авăн, 2018

Чăваш Енри çăмăл атлетика шкулĕн воспитанникĕсем çак кунсенче Пермьре иртнĕ II Пĕтĕм тĕнчери марафона хутшăнса ылтăнпа бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Ăмăрту 42,195; 21,1; 10 тата 3 çухрăмлă дистанцисенче иртнĕ. Спортăн çак мероприятине 16 çĕршыри 8 пин çын пуçтарăннă. Сивĕ çанталăк, чарăнмасăр çунă çумăр та чăрмав пулман чупма юратакансемшĕн.

Хĕрарăмсен хушшинче чи хăвăрт чупаканĕ пирĕн ентеш, Раççейри, Японири, Китайри, АПШри марафонсен темиçе хут çĕнтерÿçи, Алина Прокопьева пулса тăнă. Вăл 2:34.32 кăтартупа палăрса пуринчен те иртсе кайнă.

Арçынсен хушшинче Чăваш Ен чысне хÿтĕлесе Михаил Максимов «бронза» çĕнсе илнĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас