Алексей ЛЕОНТЬЕВ: «Тăван литературăна тĕнче классикипе пуянлатассăм килет»

19 Ака, 2014

Чăваш литературине, тăван халăха юратакансем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче А.Гринăн 5 томпа чăвашла тухнă хайлавĕсене пахаларĕç. Кĕнекене куçарса вулакан патне çитерекенĕ - Раççей Федерацийĕн Писательсен Союзĕн членĕ Алексей Леонтьев. «Чăваш литературине тĕнче классикипе пуянлатас килет», - Гринăн хайлавĕсене чăвашла куçарнин тĕллевне çапла палăртать автор.

Кĕнеке уявне хутшăннисем А.Леонтьев пултарулăхне пур енлĕн хакларĕç. «Чăн-чăн куçаруçă. Ĕçлеме пултаракан çын», - çапла пĕтĕмлетрĕ педагогика наукисен кандидачĕ Роза Петрова-Ахтимирова. «Эпĕ А.Грина малтан вуламан. Алексей Петрович куçарăвĕсемпе туллин паллашнă хыççăн çак çыравçа юратса пăрахрăм, - терĕ Роза Николаевна. - Куçару çынна вĕлерме те, çĕклеме те пултарать. Манăн шухăшăмпа - чăвашла хайлавсем Грин хăй çырнинчен те вăйлăрах пулса тухнă. Грина ахальтен суйласа илмен, вăл унăн чĕрине çывăх, çынлăх, чунлăх пур унра. Алексей Петрович хаçат ĕç-хĕлне тытса пырать, общество ĕçне хастар хутшăнать. Хăш вăхăтра куçарма ĕлкĕрет-ши вăл.»

Чуна хĕмлентерекен туртăм-ăнтăлу пур чухне талăкра çирĕм пиллĕкмĕш сехет те тупăнать. А.Леонтьев Грин хайлавĕсемпе ачаранпах кăсăкланать. «Ун чухне урăхларах курнă эпĕ вĕсене. Халĕ вара, паллах, пачах урăх куçпа пăхса хаклатăп. Чун ватăлмасть, çулсем иртни - урăх япала. Тахçанхи кăмăл-туртăм ыйтнине шăпах та чун хушнипе пурнăçларăм», - тет автор. Куçарупа студент çулĕсенче ĕçлеме пуçланă. Тĕл пулура Алексей Петрович 5 тома кун çути кăтартма мĕн чухлĕ вăй хума тивни пирки каласа кăтартрĕ, «Вун çичĕ калава 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех куçарнăччĕ. 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕсене хамăн архивра асăрхарăм. «Мĕн тумалла-ши кусемпе.», - тетĕп. Вĕсене çĕнĕрен редакцилерĕм. Ку кăна сахал пек туйăнчĕ. Тата 15-20 калавне куçарас шухăш çуралчĕ. Талăкра 4-6 сехет канатăп, канмалли кунсенче ларатăп. Хама кун пек пусахласа ĕçлеме юраманнине пĕлетĕп-ха. 2011 çулхи юпа уйăхĕ тĕлне куçарса пĕтертĕм. Çапла майпа халĕ А.Гринăн 88 калавне, ултă романне чăвашла вулама пулать».

Кĕнекесене ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем туяннă. Вĕсем халĕ республикăри мĕн пур шкулпа библиотекăра пур.

Куçаруçă çакăнпа «пăнчă» лартасшăн мар-ха. Вырăс тата тĕнче классикĕсен /М.Лермонтовпа Д.Лондон, П.Коэльо, Э.Хе­мингуэй.../ произведенийĕсен куçарăвĕсене вунă тома çитерме палăртнă. «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» ярăмпа А.Беляевăн «Доуэль профессор пуçĕ» тата «Амфиби çын» романĕсем кĕнекеленнĕ ĕнтĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем А.Леонтьевăн куçарăвĕсене филологи наукисен кандидачĕ А.Николаева ертсе пыракан занятисенче тишкернине пĕлтерчĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç, ыйтусем пачĕç. «Куçаруçăн икĕ чĕлхене питĕ лайăх пĕлмелле. Çак кĕнекесем Алексей Петрович илемлĕ куçарма пултарнине çирĕплетеççĕ. Вăл çавăн пекех вырăс писателĕн произведенийĕсене чăвашла куçарса пĕр халăхăн культура, чĕлхе пуянлăхне тепĕр халăх патне çитерчĕ», - терĕ Алевтина Николаевна.

Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледж студенчĕсем А.Грина чăвашла вуласа «хăйсен чĕлхине туптама» шантарчĕç. «Йĕркесем тăрăх куçпа кăна чупса иртрĕм пулин те асăрхарăм, илемлĕ, вырăнлă сăмах мĕн чухлĕ унта. Калаçура вĕсен пысăк пайĕпе усă курмастпăр ахăртнех», - терĕ колледж директорĕн çумĕ Зоя Максимова.

Кĕнеке кун çути курни - тар кăларса ĕçленĕ кунсен çимĕçĕ. Çак шухăша Людмила Исаева çыравçă палăртрĕ. «Грин - вырăс литературине вилĕмсĕр хайлавсемпе пуянлатнă автор. Унăн вирлĕ, хĕрÿ сăмахĕсем çынсен чун-чĕринче çулсем иртсен те йĕр хăвармасăр çухалмаççĕ, - терĕ вăл. - Куçаруçă - çум автор. А.Леонтьевăн ĕçĕсем этемлĕхĕн чи паха енĕсене ăнланса илме пулăшаççĕ».

Александр Гринăн хайлавĕсем - çутă, ырă. Халĕ вĕсене тăван чĕлхепе ăса хывма май пурри чăннипех те савăнтарать.

 

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.