Алă çыпăçулăхĕпе, шухăш хăвачĕпе...
Çĕрпÿ районĕнчи Чичейкасси Туçара Николай Димитриев платнике ылтăн аллишĕн хисепленĕ ял-йыш. Ун пек ăста таврара та пулман теççĕ. Халĕ унăн ывăлĕ Геннадий Николаевич çынсене хăйĕн алă çыпăçулăхĕпе, шухăш хăвачĕпе тĕлĕнтерет. Вĕсен килĕнче йăлтах çĕнĕлле, ыттисенчен урăхла. Эпир пынă чухне юлташĕ валли эрешлĕ хапха, карта тума пуçланăччĕ вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма хăнăхнă кил хуçи. Акă ашшĕнчен юлнă уйран çÿпçине касса шăнкăрч йăвисем ăсталанă вăл.
Пÿртрех мунчаран тухсан, сăмахран, бассейна сикме пулать. Иккĕмĕш хутри балконран ял курăнать. Надежда Леонидовна ыйтнипе кухньăна пĕр картлашка çÿлерех хăпартнă. «Малтан такăнасран шикленнĕччĕ. Халĕ пурте хăнăхрăмăр ĕнтĕ», — ăнлантарать çемье пуçĕ.
Гараж чÿречи — çурма çаврашка, алăкĕ — тĕрлĕ тĕслĕ. Пахчари вăрăм теплицăна кăркка-кăвакалсене вăхăтлăх хупнă. Унта вĕсене ăшă та хăтлă. Кĕçех кайăк-кĕшĕке кăларса йăрансем тăвĕç. «Пĕлтĕр помидор ăнса пулчĕ. Пĕри 800 грамм таятчĕ», — каласа кăтартать çемье вучахне упракан хĕрарăм салат банкисене уçнă май. Тислĕк, тăпра тултарнă пичкере хăяр çитĕнтереççĕ вĕсем. Капла пахча çимĕç çĕре лексе вараланмасть.
Çулла апат янтăласа çиме уйрăм вырăн хатĕрленĕ. Унта хĕлле те шашлăк пĕçереççĕ. Мĕн кирли — алă айĕнчех.
Геннадий Димитриев юхан шывра пулă тытма юратать. Шел, çулла вăлта йăтса утма вăхăт çукпа пĕрех унăн. Хăнасене те тăварласа типĕтнĕ, тĕтĕмлесе пĕçернĕ пулăпа сăйлаççĕ вĕсем.
1992 çулта шурă кирпĕчрен çурт купаланă Димитриевсем. «Вăл та икĕ хутлăччĕ. Хĕлле — пĕрремĕш, çулла иккĕмĕш хутра пурăнаттăмăр. Пурин валли те пÿлĕм пурччĕ. 2004 çулта мăшăрăм хăй килĕштермен пÿрте сÿтсе пăрахрĕ те çĕнĕрен хăпартрĕ», — калаçăва тăсать Надежда Леонидовна. Тĕнче курса илеме хаклама вĕреннĕскер проектне те хăех хатĕрленĕ.
Пĕрре курсах килĕштернĕ
Надежда Леонидовнăна 18 çул тултаричченех качча илнĕ вăл. Хĕре Шупашкарти общежитире пĕлĕшĕ патне кайсан пĕрре курсах куç хывнă. Кайран ентешне чун суйланă чиперккене тăван яла хăнана илсе килмешкĕн ÿкĕте кĕртнĕ. Унтан тин савнийĕн амăшĕпе паллашнă, унăн кăмăлне тупса çемье çавăрма ирĕк ыйтнă. Геннадий Димитриевпа пурнăç тума май килнине тÿрех ăнланнă ĕнтĕ 5 ачине пĕччен çитĕнтернĕ хĕрарăм. Надежда пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхнă, май пур таран амăшне пулăшнă.
Малтанхи вăхăтра çамрăк арăм Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă, упăшки ялти клубра ĕçленĕ, хăйсен тăрăхĕнче спектакль кăтартса çÿренĕ. «Улăм хунă трактор çуни çине лараттăмăр та туххăмрах тепĕр яла çитеттĕмĕр», — иртнине куç умне кăларать арçын. Чичейкасси Туçара 200 вырăнлă клуб хупăнса саланнишĕн халĕ те пăшăрханса калаçаççĕ ял çыннисем. Мĕншĕн вăхăтра юсаса йĕркене кĕртмен-ши ăна?
Каярах çамрăк мăшăр валли Шупашкарта тăванĕсен хваттерĕнче вырăн тупăннă. Çапах ку кĕтес вăхăтлăх пулнине иккĕшĕ те лайăх ăнланнă-пĕлнĕ.
Машина выляса илнĕ
«Ун чухне хваттере çитсенех арăм ĕçрен таврăниччен апат пĕçерме шухăшланăччĕ. Çула май темиçе çĕрте лотерея билечĕ туянтăм. Киле кĕрсенех пăхрăм та — автомашина выляса илнĕ! Чăн та, хам та тÿрех ĕненмерĕм. Ун пек чухне пĕр вырăнта ларма чăтăм çитĕ-и? Машинăна ăçта, мĕнле, хăçан илесси канăç памарĕ. Лару-тăрăва уçăмлатмашкăн лотерея сутакан киоска вĕçтертĕм. «Пин тенкĕ выляса илтĕн-и?» — шÿтлесшĕн сутуçă сăн-пит кулăпа çуталнине асăрхаса. «Çук, ытларах...» — тетĕп. Çакăн хыççăн машина выляса илнине каларăм. Çакна тепĕр çамрăк илтсе юлнă. «Чăнах ăнăçрĕ-и? Лотерея билечĕ çумрах-и?» — тилмĕрсех ыйтать. Ăна та кăларса кăтартрăм. «Вĕçтер кунтан. Урăх никама та ан кала», — терĕ хайхискер.
1984 çулта выляса илнĕ машина 8 пин те 300 тенкĕ тăратчĕ. Хам водителе вĕренмен тата пурăнмалли вырăн кирлĕрех тесе япалан мар, укçан илме палăртрăмăр. Ун чухне машина туянмашкăн черет çитессе кĕтмеллеччĕ. Мана лотерея билетне икĕ машина хакĕпе сутма та сĕнчĕç. Эпĕ «спекулянт» тесе айăпласран килĕшмерĕм», - аса илет Геннадий Николаевич.
Çав укçапа республикăн тĕп хулинче «засыпушка» туяннă вĕсем. Кайран — Çĕрпĕве, унтан Чичейкасси Туçана куçнă. Ĕçчен мăшăр алла укçа кĕтĕр тесе 4-шар сысна, 2-шер ĕне усранă. Халĕ те выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ вите туллиех вĕсен.
Ĕçчен чăвашсене кĕтеççĕ
«Кирпĕч купалама хăнăхни пурнăçра кирлĕ пулĕ — вĕрен», — ăс пачĕ пĕр хĕрарăм Çĕрпÿри организацие монтажнике вырнаçсан. Чăнах, çурт-йĕр çавăрас ĕç чуна выртрĕ», — пытармасть Геннадий Николаевич. Йăлтах хăй тĕллĕн вĕреннĕ вăл.
Хăйĕн бригадипе республика тулашĕнче таçта та çитнĕ Геннадий Николаевич. «Пĕрре 2 под±ездлă çурт айĕнче крансăр ĕçлесе автостоянка туса патăмăр. «Чăвашсене кăна илсе килĕр», — теççĕ эпир тар юхтарнине курса», — чунне уçать арçын.
«Гена, чăнах çĕнĕ пÿртре пурăнма пуçлăп-ши?» — савăнса-хавхаланса калаçнă тепрехинче пĕр пуçлăх. Ĕçсе ĕçе вăхăтра вĕçлейменшĕн тăватă бригадăна хăваласа яма тивнĕ ăна ĕçчен чăвашсем киличчен.
Халĕ те аякка чĕнеççĕ вĕсене. Анчах ăста бригадир каланă тăрăх, республикăрах ĕç тупăнса тăрать. Кăçал ĕçлемелĕх пĕлтĕрех саккас йышăннă.
Унсăр пуçне Димитриевсем Çĕрпÿре виçĕ хутлă çурт хăпартма пуçланă. Икĕ енчен кĕмелли керменте хĕрĕн çемйине те, хăйсене те саркаланмалăх вырăн çителĕклех пулĕ.
Ял депутачĕ Геннадий Димитриев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса хăпартнă палăка йĕркене кĕртнĕ. Çак вырăна хăтлăлатас тĕллевпе йĕри-таврари картана çĕнетесшĕн вăл.
Димитриевсен кĕçĕн ывăлĕ аварие лексе çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. «Малтан юрланă-ташланă, халĕ уявра та савăнас килмест», — тет 30 çул ытла пĕр çăвартан пурăнакан мăшăр. Çак инкек ашшĕ-амăшĕн чĕринче пирчейми суран хăварнă. Павăла асăнса тăванĕсем кил умне туя лартнă. Вĕсем вăй илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Геннадий Николаевичпа Надежда Леонидовна ывăлĕпе хĕрне пулăшаççĕ, мăнукĕсемпе йăпанаççĕ. «Ĕç вĕçлесен мĕнле пурăннине курмалла упăшкана киле машинăпах леçсе хăвараççĕ. «Упра ылтăн алăллă мăшăрна», — теççĕ кашнинчех», — ун çине ăшшăн пăхать кил хуçи арăмĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас