Акатуй, форум, фестиваль

15 Çĕртме, 2016

Правительство çуртĕнче эрне пуçламăшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттерекен канашлура тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушевпа РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта патшалăх органĕсене хăрушсăрлăх информацийĕпе тата производство каяшĕпе усă курнă чухне экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе ирттерекен пĕрлехи канашлăва епле хатĕрленни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев каласа пачĕ.

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери “Уçă Атăл — 2016” маркетингпа реклама фестивалĕ уçăлĕ. Уяв “Шупашкар-Арена” Пăр керменĕнче иртĕ. Кун пирки ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ.

В.Аврелькинах канашлăвăн виççĕмĕш ыйтăвĕпе — Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнма епле хатĕрленнипе — паллаштарчĕ. Çĕртме уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче Питĕрте иртекен форума Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать.

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра Ĕçпе юрă уявне — Акатуя — анлăн паллă турĕç /Тĕплĕнрех — 2-мĕш стр/ . “Кашни районпа хулара савăнăçлă концертсем иртнĕ. Республикăра пурĕ 300 ытла мероприяти йĕркеленĕ, уява 450 пин çын хутшăннă”, — терĕ ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.