Академире «çавра сĕтел» иртнĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Ял территорийĕсене аталантарас ĕçри ял хуçалăх потребителĕсен кооперацийĕсен тÿпи» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртнĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йĕркелесе ертсе пынă. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев районсенче ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен тĕрлĕ тĕллевлĕ тытăмĕсем хальхи вăхăтра питĕ кирлине, çынсене хăйсен ирĕкĕпе вĕсене кĕртес тесен укçа-тенкĕ ĕçлесе илес, пĕрле пухăнса техника туянас интерес пулмаллине палăртнă. «Унсăрăн çынсене кооперативпа нимĕн те çыхăнтармĕ», — тенĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ял çыннин паян ял хуçалăх техники, ăратлă выльăх, паха вăрлăх, строительство материалĕ, кил хуçалăхĕнче кирлĕ ытти япала туянас ыйтăва ял-йышпа кооперациленсе — пухса пунă укçана тавар туянмалли фонда хывса — татса памалли йĕркене пурнăçа кĕртмелле, унсăрăн ăна-кăна туянма йывăр тенĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева республикăри ял хуçалăх потребителĕсен ĕç-хĕлĕпе пуласлăхĕ çинчен доклад тунă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, кафедра заведующийĕ Евгений Иванов ял хуçалăх потребителĕсен кооперацийĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкернĕ. \Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов республикăри потребительсен обществин ĕç-хĕлĕ çинчен пĕлтернĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинче сÿтсе явнă ыйтупа ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсен ертÿçисем те хутшăнса хăйсен умĕнче тĕл пулакан чăрмавсем çинче чарăнса тăнă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас