- Чăвашла верси
- Русская версия
АХ, АНЧАХ...
Хыт кукар ертÿçĕ
Хăш-пĕр ертÿçĕ çынсене тÿлевсĕр ĕçлеттерсе тупăш илесшĕн.
Тăвай районĕнчи «Сельхозхими» пĕрлешÿ директорĕ Решит Галимзянов укçи пур çĕртех 14 ĕçчене икĕ уйăх пĕр пус та тÿлемен. Парăм 250 пин тенке çитнĕ. Унсăр пуçне ертÿçĕ пурлăх сутса тунă тупăша хăйĕн кĕсйине чикме те вăтанман.
Судра вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Çапах та чавса çывăх пулсан та çыртаймăн халĕ. Пуçлăха условлă майпа 4 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, 110 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Полицие хирĕç тăнă
Шупашкар районĕнчи Çĕньял ялĕнче пурăнакан 52-ри арçын арăмĕпе харкашнă. Психика чирĕпе чирлекенскертен темĕн те кĕтме пулать çав. Хирĕçÿ-çапăçăва чарма пынă полици ĕçченне арçын çĕçĕпе аллинчен суранлатнă. Çапах та «паттăра» тытса чарнă, полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Судпа психиатри экспертизи чирлĕ çын преступлени тунă вăхăтра хăрушлăх пирки шутлама пултарайманнине çирĕплетнĕ. Ăна ирĕксĕрлесе сипленме ярĕç.
Кивçен илме лайăх та...
41 çулти Татьяна Орлова çынсене улталаса укçа сăтăрнăшăн суд тенкелĕ çине ларнă. 2008-2012 çулсенче Шупашкарта косметика салонĕсем уçасси пирки пĕлтерсе вăл çынсене хăйĕн бизнесне укçа хывма ÿкĕте кĕртнĕ. Вĕсенчен 50 пинрен пуçласа 670 пин тенкĕ таран кивçен илнĕ. Унсăр пуçне банксенчен те. Укçана тавăрса пама шутламан та. Вăл граждансене тата банксене 8 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Шупашкарти Ленин район сучĕ хĕрарăма 4 çул та 9 уйăхлăха ирĕк прависĕр хăварма йышăннă. Анчах вăл ача кĕтнине кура айăплава каяраха хăварнă.
Эх, пулмарĕ пуясси...
Хальхи çамрăк ĕçлеме килĕштермест. Укçана урăх çул-йĕрпе тупма тăрăшать. Акă Шупашкар каччи те çаплах пуйма шутланă. Автомобильсем тăратмалли вырăнта пĕр арçынна 4 г наркотик сутнă. Йĕрке хуралçисем ăна вырăнтах тытса чарнă. Пуяс вырăнне 11 çул тĕрмере ларма, 50 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ унăн.
Валентина МАКСИМОВА.
Комментари хушас