- Чăвашла верси
- Русская версия
"Африка хăярĕ"
Ăнсăртран вăрлăх лавккинче мелотри текен ÿсен-тăран куç тĕлне пулчĕ. Ытараймасăр туянтăм, анчах еплерех ÿстермеллине пĕлместĕп. Тĕрлĕ кĕнеке-журналта пăхкаларăм, ун çинчен çырнине тупаймарăм. Кĕскен те пулин ăнлантарсан аванччĕ.
Любовь КАЛИНИНА.
Шупашкар районĕ,
Тутаркасси ялĕ.
Мелотри /мелотрия, африканские огурчики/ чăнах та сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран. Халăхра ун пирки сахалрах пĕлнĕ пирки вăл ытлашши сарăлман. Çав вăхăтрах ăна ÿстерме пачах кăткăс мар.
Акас умĕн вăррисене ÿсмелли стимуляторта /вĕсем халĕ лавккасенче çителĕклех/ пĕр талăк шÿтерсен аван. Вăл çук пулсан ахаль шывпа та усă курма юрать. Унтан вĕсене торфпа çĕрĕк тăпри хутăшне /е ахаль тăпрана та/ лартмалла. Калча хăвăрт ÿсет. Пÿлĕмре ÿстернĕ чух калчана паха тăпра тултарнă уйрăм чÿлмеке лартма юрать.
Тепĕр виçĕ уйăхран мелотри çеçке çурать. Чечекĕсем сарă, вĕтĕ, 0,5 см сарлакăш çеç, ытлашши хитре теме çук. Каярахпа вĕсенчен илемлĕ, хăяр евĕрлĕ вĕтĕ çимĕçсем пулаççĕ.
Çак культура хĕвеллĕ вырăна килĕштерет, пÿлĕмре ÿстернĕ чух ăна кăнтăралла тухакан чÿречесене вырнаçтармалла* пахчара чухне - хĕвел çителĕклĕ лекекен çĕрте ÿстермелле.
Мелотри - кавăн йышши çимĕçсен йышне кĕрет. Çавăнпа та ăна çителĕклĕ шăвармалла. Эрнере пĕрре минерал удобренийĕсемпе апатлантарсан лайăх.
Тутипе мелотри çимĕçĕсем хăяр пекех, анчах вĕсен хуппи кăштах йÿçекрех, мулкач купăстине аса илтереççĕ.
Çимĕçсемсĕр пуçне мелотри çиме юрăхлă, шултра тымарсем /400 г таран/ те тăвать. Вĕсен тути харăсах хăяра та, редиса та аса илтерет.
Çак культурăпа кулинарире çеç мар, кил-çурта, сад-пахчана илемлетмешкĕн те усă курма пулать. Сетка-рабица карта хĕррипе лартнă мелотри ăна питĕ хăвăрт карса илет, уйрăмах хитрелетет.
Комментари хушас