Аделина шкулĕ те пулĕ

3 Авăн, 2018

Шăматкун Шупашкарта кадет корпусĕ уçăлчĕ. ЧР Пуçлăхĕ  ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Михаил Игнатьев ăна уçма пысăк хăнасем килнине палăртрĕ.

Объекта хута ярассине ăнăçлă вĕçлени çинчен каланă май Михаил Васильевич хăшĕсем кадет шкулĕ вăхăтра уçăласси пирки иккĕленнине аса илтерчĕ, вĕсем тем те пĕр çырнине «укçашăн çыраççĕ, çав çынсем хăйсем çар службинче те пулман» тесе хакларĕ. Паллах, çăмăл пулман. Волонтерсене те явăçтарма тивнĕ. Волонтерсем тенĕрен, хăшĕсем хальччен алла урай çумалли мĕлке те тытса курман. Çакă та, Михаил Васильевич шучĕпе, тĕрĕс мар: «Эпир ача чух урай та çунă, апат та пĕçернĕ — атте-аннене пулăшнă».

Хăнасене илес тĕк — ВКС, ВДВ командующийĕсем те килмелле пулнă, анчах анлă вĕренÿ иртнине кура вĕсем ерçеймен, çапах Шупашкара шăнкăравласа саламланă, кадетсен корпусне малашне пулăшса пырассине çирĕплетнĕ. Корпус ятне панă паттăрăн, Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн мăнукĕн хĕрĕ Аделина Сотникова вара Шупашкара килнĕ. Сăнĕпе те вăл мăн кукашшĕ пек-мĕн — шкулта унăн сăн ÿкерчĕкне курсан фигуристка çакна хăй те çирĕплетнĕ. Кăмăлĕпе ăна хывни вара капла та паллă — Кочетов вăрăçăра паттăрлăх кăтартнă, Аделина — спортри чăн паттăр. Олимпиадăн ылтăн медалĕ çакна çирĕплетет мар-им?

Михаил Игнатьев ăна Шупашкарта пăр çинче фигурăсем туса ярăнмалли шкул уçма сĕннĕ. Кадетсен корпусĕн хăйĕн пăр керменĕ пулатех — çывăх çыннин ячĕпе хисепленсе тăракан шкулта ку чăннипех вырăнлă, чыслă пулĕччĕ. Хĕр хăйĕн шкулне пĕр пилĕк çултан тин йĕркелес тĕллевлĕ пулнă-мĕн, анчах Михаил Игнатьев сĕнĕвĕ интереслĕ пулнине кура ун пирки шухăшласа пăхма шантарнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас