Ăçта-ши çав юмах тĕнчи?

7 Нарăс, 2015

Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн тепĕр виçĕ-тăватă сехетлĕхе шкула килти ĕç тума хăваратчĕç. Вăхăта усăллă ирттернĕ унта, киле парса янă ĕçсене пурнăçланă хыççăн вылянă, уçă сывлăша тухнă. Анчах та пуринчен ытларах вĕрентекен кашни кун юмахсем вулани асра юлнă. Тăхтав вăхăтĕнче пĕрмай парта тăрăх чупакан харсăр ачасем те шăпланса юмах тĕнчине путатчĕç. Ун чухне вулавăш та чухăнрах пулнă, хальхи пек кашни кĕтесре кĕнеке те сутман. Чухăнрах пулнă тени тĕрĕсех те мар пуль-ха, кăсăклă тата шкул программине кĕртнĕ произведенисем выртнă çÿлĕксем çинче. Кĕнекине алăран ямасăр, пĕр-пĕринпе ăмăртса вулакан ачасем нумайрах пулнă ун чухне, çавăн пекех ял шкулĕсенче хальхи пек пĕрремĕш класра виçĕ-тăватă ача çеç ларман.

Ачалăхранах юлнă пуль çав: кĕнеке лавккине питĕ юрататпăр эпир, ĕç хыççăн унта халĕ те час-часах кĕретпĕр. Кану кунĕсенче те айккинчен пăрăнса утмастпăр. Чи малтан ача-пăча юмахĕсен çÿлĕкĕ умĕнче чарăнса тăратăп. Таçтан илĕртекен, илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесем çинчен куçа илейместĕп. Хитри хăй патне туртатех çав. Мĕн ятли кăна çук-ши? Ачан кăна мар, мăн çыннăн та туянса вулас килĕ.

Хальхи кĕнекесен хучĕ паха, ÿкерчĕк те питĕ нумай. Пĕчĕккисене вулама лайăх пултăр тесе шултра саспаллисемпе пичетленĕ. Пĕчĕкреххисем валли ятарласа сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн шĕкĕлчемелли юмахсем те туллиех. Анчах та тем хулăнăш, йывăр кĕнекере чи нумаййи те 10-15 юмах çеç. Çитменнине - тахçанах йăлăхтарса çитерме ĕлкĕрнисем. «Маша и медведь», «Три медведя», «Репа» юмахсем пур кĕнекере те тĕлпулаççĕ. Шăпăрлансем вĕсемпе 1-2 çултах паллашма ĕлкĕреççĕ. Çак çÿлерех асăннисен çумне тепĕр 3-4 юмах хушнă та юмах пысăк кĕнеки пулса тăнă. Хакĕ вара 300-400 тенкĕрен кая мар. Çук, ыйтăвĕ укçа-тенкĕре те мар, лайăххишĕн, килĕшекен кĕнекешĕн пачах та шел мар, шалта пушши вара кирлĕ мар.

Тата тепĕр çитменлĕхе те асăнса хăварас килет. Сăмахран, «Теремок» юмаха илĕпĕр. Кашни кĕнекерех тĕрлĕ вариантлă вăл. Упа пĕр юмахра пÿрте урипе тапса çĕмĕрет, тепĕр тĕлте вара хăпарса ларать те ишсе антарать. Юмахсен сюжечĕ кашни кĕнекере расна. Çакă нимĕнпе те пуянлатмасть паллах. Темиçе варианта вуласа ача арпашăнса-пăтрашăнса кăна пĕтет. Юмах содержанине ыйтсан хăш сюжетне суйласа илмеллине те пĕлмест. Ача садĕнчи воспитательница каласа кăтартнă тăрăх, пĕчĕккисене те килĕшмест çакă, тавçăруллă та харсăртараххисем «ун пек мар, анне урăхла вуласа панăччĕ ку юмаха» тесе тавлашаççĕ-мĕн.

Йăнăшсене асăрхас мар тесен те куçа тăрăнаççех. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте чарăну палли лартса тултарни, саспалли сиксе юлни час-часах тĕлпулать. Вулама вĕреннĕ ача çак йăнăшсене ăша хыватех, кĕнекере мĕнле, çавăнти пекех çырма тăрăшать. Вăт, хитре хуплашкаллă, паха хутлă кĕнеке!

Акă алла «Красавица и чудовище» ятлă юмах кĕнеки лекрĕ, юнашарах - «Спящая красавица». Иккĕшне те Мускаври пĕр издательствăра кăларнă. Уçса пăхрăм та - пĕрешкел юмахсемех, хуплашка çинчи ячĕсемпе ÿкерчĕкĕсем кăна расна.

Ачасемшĕн кăсăклă мар тата тăрук, кĕтмен çĕртен е ăнланмалла мар вĕçленекен çĕнетнĕ юмахсем купипех. Хальхи хăш-пĕр йăлăхтармăш юрăсем пекех пачах та асра юлмаççĕ хăйсем.

Кĕнекесем кăларакан издательствăсен шучĕ те çук юлашки вăхăтра. Пахалăх пачах та интереслентермест-ши вĕсене? Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи йĕркисемпе нормативĕсене пăхăнмасăр кăларса тултарни те сахал мар.

Хăш-пĕр кĕнекере юмах тексчĕсем ÿкерчĕксем çинчех, çавăнпа вуланă чухне лайăх курăнмасть тата хăвăрт ывăнтарать. Паллах, ачан куçне япăхлатать çакă.

Тахçанхи юмах кĕнекисем питĕ хулăнччĕ. Вĕрентекене çулталăк тăршшĕпе вуласа памалăх та çитетчĕ. Ÿкерчĕксем çукпа пĕрехчĕ унта. Темшĕн-çке кĕнеке мĕнле хутпа, мĕнле хуплашкапа тухни кирлех те пулман ун чухне пире, ытларах юмахĕ интереслентернĕ. Сарă тĕслĕ, ахаль хаçат хучĕпе кăларнă кĕнекесене те шкул ачисем пĕр-пĕринпе ăмăртса, черетленсе вуланă.

Ырăпа усала уйăрма вĕрентекен халапсем вуласа çитĕннĕ эпир. Ун чухне хальхи пек укçашăн хапсăнса мар, ачана аталанма, ырри патне туртăнма, лайăххине уйăрса илме вĕренччĕр тесе кăларнă вĕсене. Хальхи ачасене те çав юмахсенех вулаттарас килет...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.