Ачана – садикри ятарлă ушкăна

«Ачана, япăх курнине пăхмасăр, Шупашкарти 137-мĕш садикре вырăн пулманнипе сыввисем валли уçнинех çÿретме тивет», — çырнă Шупашкарти паллă форумпа усă куракан ашшĕ-амăшĕнчен пĕри «Михаил Игнатьевран эсир мĕн çинчен ыйтса пĕлесшĕн?» темăна сÿтсе явнă май. Шел, автор хăйĕн ятне-шывне те, ăçта пурăннине те палăртман.

Учреждени Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленине пăхăннă май асăннă тытăмăн шкул умĕнхи пайĕпе çыхăнтăмăр. Унăн пуçлăхĕ Наталия Федорова çÿлерех илсе кăтартнă йĕркесен авторĕ кам пулнине управлени специалисчĕсем те уçăмлатас тĕллевлине палăртрĕ. Паллах, ăна пулăшас тесе ĕнтĕ.

Наталия Геннадьевна ăнлантарнă тăрăх, федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар хулинчи садиксенче пуринче те сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр ачасене вĕренÿ процесне туллин хутшăнтарма май туса парас тĕллевпе социаллă аталану тата инклюзивлă пĕлÿ памашкăн мĕн пур услови туса хунă.

Компенсацилес тата комбинацилес тĕллевлĕ ушкăнсене Шупашкар хулинчи психологин, медицинăн тата педагогикăн территори комиссийĕн пĕчĕкскерĕн аталанăвĕ тата унăн сывлăхĕ мĕнле пулнине тĕпе хурса хатĕрленĕ пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх йышăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра ятарлă ушкăнсене вырнаçас тĕллевлĕ 771 ача черетре тăрать /2016 çулта — 1032, 2015 çулта — 1316/. Урăхла каласан шкул умĕнхи учрежденисенчи ушкăнсене сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăклисене йышăнмалли черет çулсерен чакса пырать.

2016-2017 вĕренÿ çулĕнче асăннă ушкăнсене 500 ытла воспитанника вырнаçтарнă.

Психика, ăс-тăн аталанăвĕ енĕпе юлса пыракан, япăх илтекен, алă-ура йĕркеллĕ ĕçлемен ачасем тĕлĕшпе те черет пысăк мар. Хевтесĕрлĕхĕн чылай паллисене леготекăна е патронат ушкăнне йышăнаççĕ.

Чĕлхе уçăлса çитменнисем, япăх куракансем тата илтекенсем, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кăлтăк пуррисем валли паянхи кун тĕлне хулара ятарлă 4 садик ĕçлет, 16 учрежденире компенсацилес тата комбинацилес тĕллевпе япăх калаçакан, психика аталанăвĕ тĕлĕшĕнчен юлса пыракан, алă-ура йĕркеллĕ ĕçлемен ачасен ушкăнĕсене уçнă.

2018 çулта «137-мĕш ача сачĕ» муниципалитетăн бюджет учрежденине 2013-2014 çулсенче çуралнисене йышăнаççĕ, аслăрах ÿсĕмрисен черет кĕтмелле мар, унта никам та çук.

Çавна май асăннă ыйтăва çĕкленĕ автора Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак пепкине ятарлă ушкăна вырнаçтармашкăн вăраха ямасăр пымашкăн сĕнеççĕ.

 

Валентина ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.