- Чăвашла верси
- Русская версия
Ача пăхнăшăн та грант парĕç
Шупашкарти «Пилеш» ача сачĕ çуллахи вăхăтра куна уçă сывлăшра, çĕкленÿллĕ туйăм парнелекен юрă çеммипе ушкăнĕпе гимнастика тунинчен пуçлать. Воспитатель е спортинструктор кăтартса паракан хусканусене еплерех тăрăшса тăваççĕ шăпăрлансем! Кÿршĕллĕ 162-мĕш ача садĕнче те ирех янăрать хускалма-сикме хавхалантаракан кĕвĕ-çемĕ. Çак самантра тĕнчери пур пепке те хăй çÿрекен пĕлÿпе воспитани çуртĕнче ÿт-пĕвне вылятма карталанса тăнăн туйăнать.
Садике лекессишĕн пыракан черет нуши самай тамалчĕ пулин те икĕ-виçĕ çултан иртнĕ, шкул ÿсĕмне çитмен шăпăрлансене вĕренÿ учрежденийĕсене 100 проценчĕпех вырнаçтарасси çинчен калаçма иртерех — кăткăслăхсем тупăнаççех. Темиçе хуçалăхран кăна тăракан хăш-пĕр ял, сăмахран, социаллă обČектсемлĕ хутлăхран аякра вырнаçнă та — унти садике пепкене куллен мĕнле леçмелле? Çемье пуçĕн ал айĕнче техника пурри те мĕн пур лару-тăрура çăлаймĕ: асфальт сарнă çул çынсем пурăнакан кашни хутлăхра çук вĕт.
Çапла, кашни ялтах ясли-сад хăтласа лартас тăк вырăнсăр тăкаксем чылай пулĕç. Ачан вара шкула кайма пуçличчен хăйне обществăра тĕрĕс тытма та вĕренмелле, пуçламăш пĕлĕве те ăса хывмалла. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне килте асламăшĕ-аслашшĕпе, кукамăшĕ-кукашшĕпе юлакан шăпăрлансем, тен, хатĕрленÿ тапхăрĕшĕн çителĕклĕ никĕсе алла та илĕç-и? Юнашар ун пек шанчăклă «тыл» пулмасан вара?..
Самана улшăннăçемĕн пурнăçра сиксе тухакан тĕрлĕ ыйтăва та çĕнĕлле тишкерме, урăхларах меслетпе татса пама тивет. Çав шутра — садике çÿреймен ачасен шăпине те. Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕпе приоритетлă проектсем çийĕн ĕçлекен Канаш президиумĕ çĕнĕ «Демографи» нацпроекта сÿтсе явнă май ун тытăмĕнче ачасен ушкăнне пăхассипе çыхăннă грант пулмаллине палăртнă.
РФ Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин брифингра ăнлантарнă тăрăх, шкул ÿсĕмне çитменнисемпе ĕçлеме кăмăл тăвакан хĕрарăмсемшĕн кунашкал программа ăнăçлă пуçарăва çаврăнма тивĕç. Грант укçа-тенкипе стандартсене тивĕçтерекен çурт е темиçе пÿлĕм хăтламалла, çÿреме килĕшекен ачасен ушкăнне йĕркелемелле те ĕçе пикенмелле. Çĕнĕлĕхе 2020 çулта хута ямашкăн палăртаççĕ. 2018-2019 çулсенче вара çакнашкал программа валли норматив условийĕсене хатĕрлесе çитермелле.
Проекта хута яни ачасене садике вырнаçтарас ыйту хальлĕхе кăткăссисен йышĕнче шутланакан хутлăхсемшĕн чухах пулассăн туйăнать. Чăн та, республикăри район-хулара черет тамалса пыни капла та сисĕнет. 2012-2017 çулсенче кăна Чăваш Енре пĕтĕмĕшле 8000 вырăнлăх 47 ача сачĕ хута янă. Тĕрлĕ меслетпе усă курса шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче 23 пин ытла хушма вырăн йĕркеленĕ. Çавна кура паянхи кун тĕлне 3 çултан иртнĕ ачасем валли садике çÿреме майсем пур.
Утă уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, черетре — 23363 ача. Çав шутра виçĕ çул тултарнисем, ку ÿсĕмрен иртнисем — 577-ĕн. Кăçал тата килес çул республикăра пурĕ 13 садик хăтлама палăртнине шута илсен лару-тăру ырă енне чылай улшăнмалла пек. Шупашкарта кăна /темиçе çул каялла садик вырăнĕсем пуринчен ытла çак хулара çитместчĕç/ шкулчченхи вĕренÿ çĕнĕ 10 обČектне çĕклемелле. Вĕсенчен ытларахăшĕ тĕп хулан çĕнĕ микрорайонĕсенче çĕкленĕ. Комсомольски районĕнче те, Канаш хулинче те хальхи вăхăт ыйтакан хăтлă садиксем çĕклеме палăртаççĕ.
Сăмахăма вĕçличчен уйрăм çын пăхакан ушкăнсем патнех таврăнас килет. Хальхи вăхăтра пирĕн хушăра хăюллă, ăслă, маттур хĕрарăм çав тери йышлă. Ĕçлĕ çул çÿреве тухмассерен ун пеккисемпе сахал мар паллашнă, тăтăшах курнăçатпăр. Çĕнĕ йышши гранта тивĕçме конкурс йĕркелес тĕк ача-пăчана чунтан юратакан, тĕнчери пулăма вĕсен куçĕпе пăхса хаклама пултаракан пуян чĕреллĕ чăваш хĕр-хĕрарăмĕ те сассине парас тĕлĕшпе иккĕленместĕп.
Комментари хушас