Ача мĕнпе айăплă?

2 Юпа, 2015

Чăннипех - тискер тĕслĕх. 12 çулти ача пурнăçĕ татăлнă. Ним айăпсăр çĕртен...

Уголовлă ĕç пуçарнă, преступлени тунă çынна, врач-психиатр патĕнче шутра тăракан 53 çулти 3-мĕш ушкăн инвалидне, тытса чарнă. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби следстви версине пĕлтерчĕ.

Унпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 29-мĕшĕнче 14 сехет тĕлнелле çак арçын мăшăрĕпе хăйĕн Шупашкарти Нижний урамри хуçалăхĕнчи пахчара пулнă. Кÿршисен шкултан таврăнакан ывăлне асăрханă. Ун патне пынă та ним сăлтавсăрах ачана тимĕр патакпа пуçĕнчен темиçе хут çапнă. Йывăр аманнă ача тепĕр самантран çакăнтах вилсе кайнă.

Допросра арçын хăйĕн айăпне тунман, анчах мĕншĕн çапла хăтланнине ăнлантарса памасть. Следстви шухăшĕпе - преступление вăл ачан çывăх çыннисемпе урлă пулни сăлтавлама пултарнă.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: