Ача амăшĕсем вĕренеççĕ

26 Утă, 2014

Ача пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсене ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене алла илме сĕнеççĕ.

Чылай хĕрарăмшăн декрет отпускĕ - кулленхи тимлĕ ĕç хыççăнхи кану. Çапах та çамрăк амăшĕ килте ларса ирттернĕ вăхăтра ĕç вырăнĕнче лару-тăру - условисем те, специалистсенчен ыйтасси те - улшăнма пултарать. Хăш-пĕр амăшĕшĕн вара ачапа ларнă отпуск кунĕсем - татăклă улшăну тумалли тапхăр: пепкене пăхнипе пĕрлех çĕнĕ профессие вĕренме май килет.

Пурнăçпа тан пыма ăнтăлакан тата çĕнĕ ĕçе хăнăхас тĕллевлĕ хĕрарăмсене кун пек чухне Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенче ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи пулăшать. Асăннă документпа килĕшÿллĕн кăçал професси вĕренĕвĕ тата профессин хушма пĕлĕвĕ илмешкĕн ачана 3 çула çитиччен пăхма илнĕ отпускри 400 хĕрарăма яма палăртнă. Çав шутра 300-не - декрет отпускне тухиччен ниçта та ĕçлеменнисене.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх - «Чăваш Республикин 2014 çулхи тата 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн асăннă ушкăна кĕрекен хĕрарăмсен професси вĕренĕвне йĕркелемешкĕн кăçал 5717,8 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă тĕллеве пурнăçламашкăн 2505,5 пин тенкĕ янă: çав шутран ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ амăшĕсем валли - 624,1 пин, ачана виçĕ çул пăхмашкăн отпуск илнĕ, анчах унччен ниçта та ĕçлеменнисем валли - 1881,4 пин тенкĕ.

Ку енĕпе палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ: ултă уйăхра профессие вĕренмешкĕн ачана 3 çула çитиччен пăхакан 292 амăшĕ /çулталăкра палăртнин 73 проценчĕ/ кайнă. Çавсенчен чылайăшĕ /234/ ача çуратиччен ниçта та ĕçлемен. Вĕсем ĕç рынокĕ ыйтакан 19 специальноçа хăнăхнă, бухгалтер /квалификацие пуянлатнă тата çĕнĕ хăнăху илнĕ/, водитель, дизайнер маникюрша, менеджер, котельнăй операторĕ, заправка станцийĕсен операторĕ, парикмахер, сутуçă-кассир, кадр пайĕн инспекторĕ тата ытти пулма тĕллев тытнă. Вĕренĕве çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх пĕлÿ паракан 11 организацире йĕркеленĕ.

2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ача амăшĕсенчен 203-шĕ хăйсем кăмăлланă профессисене алла илнĕ. Вĕсене пурне те ĕç тупса панă. Служба органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - вĕренÿ хыççăн ĕçе вырнаçтарас тапхăр виçĕ уйăхран иртмен.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пресс-служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.