8 уйăхра - 1800 çын

Регионти авиацие аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă проектпа килĕшÿллĕн Шупашкар аэропорчĕ 8 уйăхра 360 авиарейспа 1800 пассажира транспортпа тивĕçтернĕ.

Акă иртнĕ эрнере «Самар - Шупашкар - Самар» маршрутпа 6 авиарейс пулнă. Ку рейспа 24 /10 килнĕ, 14 кайнă/ пассажир усă курнă. «Ĕпхÿ - Шупашкар» маршрутпа/пурĕ 6 авиарейс/ Чăваш Ене 20 çын килнĕ, 21-ĕн Пушкăрт Республикине вĕçнĕ. Çуллахи кунсенче Шупашкартан Сургута е Сургутран Шупашкара 979 çын кайса килме кăмăл тунă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çĕнĕрен çÿреме пуçланă маршрутпа 26 авиарейс вĕçеве тухнă. Аэропорт ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх - çак рейспа çÿрекен нумай мар, çапах та кăçал транспорта пассажирпа тултарасси 80 процентпа танлашнă.

А.ПЕТРОВ.

А.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.