6 çулти шашист - чемпион

7 Ака, 2015

Иртнĕ çул 6 çулти шашист Артем Тихонов çĕршыв тата тĕнче ăмăртăвĕсенче мала тухса тăван тăрăха медальсемпе таврăннăччĕ. Çак кунсенче, акă, Шупашкар ачи пире тепĕр пысăк çитĕнÿпе тĕлĕнтерчĕ: Раççейре мала тухассишĕн Кострома хулинче иртнĕ ăмăртура абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ.

Çĕршывăн 30 регионĕнчен пынă 213 çамрăк виçĕ енĕпе тупăшнă. Хулари ачасемпе çамрăксен "Энергия" спорт шкулĕнче вĕренекен ентеш 9 çула çитейменнисен йышĕнче вăй виçнĕ. Унта вăл чи пысăк очко пухса виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. "Артем пĕрремĕш программăрах чи лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Вăл сакăр вăйăра çĕнтерме пултарчĕ. Ытти тĕлпулура та мала тухрĕ. Классикăлла тата блиц вăйăсенче кăна хăшпĕр парти тан шутпа вĕçленчĕ", - пĕлтерчĕ çамрăк шашистăн тренерĕ Вячеслав Сухович.

Спортра пĕрремĕш утăмĕсене тăвакан Артем Тихонов ача садне кăна çÿрет. Ăсталăха çулталăк каялла кăна туптама тытăннăскерĕн малтанхи çитĕнĕвĕсем вара тĕлĕнтереççĕ: пĕлтĕр вăл тĕнче ăмăртăвĕнче пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Унăн пĕрремĕш тренерĕ Андрей Унтин каланă тăрăх - Артема шашкăлла выляма аслашшĕ вĕрентнĕ. Çак вăйă кăмăла кайнине кура каярах амăшĕ ăна спорт шкулне çавăтса кайнă. 11 çултах чапа тухнă юлташĕ Данила Леонидов пекех тата та лайăх кăтартусемпе савăнтарса чи ăста шашист пуласса шанаççĕ вĕрентекенĕсем.

Рубрика: