104 çулта

УЛАТĂР РАЙОНĔНЧИ КИВĔ ЭЙПЕÇ ЯЛĔНЧЕ ПУРĂНАКАН ЕМЕЛЬЯН ИВАНОВИЧ НИКИШИН НУМАЯХ ПУЛМАСТЬ 104 ÇУЛ ТУЛТАРНĂ. ВĂЛ АСĂННĂ РАЙОНТА - ЧИ ВАТĂ ÇЫН.

Унăн кун-çулĕ çăмăл пулман. Емельян Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăшмана çапса аркатнă хыççăн та тăван тăрăха часах таврăнайман. Вĕсен дивизине Инçет Хĕвелтухăçне Япони самурайĕсемпе çапăçма куçарса кайнă. Японие çĕнтернĕ хыççăн çеç киле килнĕ. Унăн кăкăрне икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ тата «Паттăрлăхшăн» медаль илемлетнĕ.

Вĕсем мăшăрĕпе Елена Николаевнăпа пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕсем пурте аслă шкул пĕтернĕ.

Емельян Никишин çулне кура мар вашават. Вăл халĕ те куçлăхсăрах вулать, район, республика хыпарĕсемпе кăсăкланать. Хăй ĕмĕрĕнче сăра-эрехпе иртĕхмен, пирус туртман, яланах вăй хурса ĕçленĕ, çынпа килĕштернĕ. Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ шăпах çакăнта ĕнтĕ.

Емельян Ивановича ял-йыш хисеплет. Ахальтен мар ăна çуралнă кун ячĕпе саламлама Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов, ял тăрăхĕн ертÿçи Василий Казанцев тата çĕршыв тăрăх саланнă тăван-пĕтенĕ килнĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

Валентина МАКСИМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.