- Чăвашла верси
- Русская версия
10 хут телейлĕрех, пуянрах
Йĕппи ăçта - çиппи унта
Çĕнĕ Эйпеçĕн тĕп урамĕнчен сылтăмалла пăрăнсан вĕсен кăçал кăна çĕнĕ пураран хушма пÿлĕм хăпартса анлăлатнă пÿртне хăвăртах шыраса тупрăм. Çурт умĕнче трактор та, çăмăл машина та пурри кил хуçи техникăна юратнине, ĕçлеме ÿркенменнине систерчĕ. Пăлтăрта атă-пушмакăн темĕн тăршшĕ икĕ-виçĕ ретне курсан ăшшăн култăм. «Пĕчĕкреххисен, ахăртнех, тула тухнă чухне ылмашăнчăк пушмак тăхăнасси пулатех. Кун чухлĕ мăшăр хушшинче мăн çын та çухалса кайĕ», - мĕлтлетрĕ шухăш пуçра.
- «Тачка çăкăр икĕ кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх», - тенине асра тытса эпĕ ырă хĕре шыраса Тутар республикинех çитрĕм çав. Малтан тăван килте пурăнтăмăр, каярахпа йыш хушăннă май çак çурта куçрăмăр. Вăл та пысăк мар, çывăрма пурне те вырăн çитместчĕ. Юрать-ха, анне килĕ инçе мар, аслăрах ачасем асламăшĕ патĕнче çĕр каçатчĕç. Атте вилсен ывăлĕпе икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратнăскер халĕ мăнукĕсемшĕн каçсах каять, çăм алса-чăлха çыхса парать. Амăшĕн капиталĕпе усă курса çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр. Кăçал пÿрт çумне 45 тăваткал метрлă пÿлĕм купаласа хута ятăмăр. Çÿлти хутра çывăрмалли пÿлĕмсем тăвасшăн. Пурине, хăмине хамах хатĕрлерĕм. Ытти çемьере кашни ача валли уйрăм кĕтес пуррипе мухтанаççĕ. Пирĕннисен кун пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать. Хальлĕхе пĕр вырăн çинчех виççĕн-тăваттăн çывăраççĕ, аслисем урайне тÿшек сарса хуп турттарма хăнăхрĕç. Çитес кунсенчех икĕ хутлă краватьсем туянса килесшĕн. Тĕпеле те аслăлатас шухăшлă. «Кĕмĕлĕ» çÿлтен çумасть çав, кашни пусĕ шутра. Майĕпен çурта пысăклатса, илемлетсе çитеретпĕрех пулĕ-ха. Кашнинех хăтлă пÿртре пурăнас килет вĕт, - ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕ кил хуçи.
Арçыннăн кал-кал ĕç, хĕрарăмăн кăткăс ĕç
Авланиччен Мускавра тар тăкса пухнă укçипе трактор туяннă кил хуçи. Вăрман турттарма та, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама та куллен кирлĕ техника. Юрий Петрович халĕ вăрман хуçалăхĕн пушар хуралĕнче трактористра ĕçлет. 2010 çулхи шăрăхра çунса кĕлленнĕ лаптăксене халĕ те сухаласа пĕтереймен-ха. Кăçал Улатăр тăрăхĕнчи 75 гектар вăрман çĕрне кăпăшкалатса тирпейленĕ. Çитес вăхăтрах Атăл леш енчи Йăлăма сухалама каçассине систерчĕ хĕрĕхелле çывхаракан ĕçчен арçын. Ылтăн алăллăскер аслă ывăлĕсем хăйне пулăшма ăнтăлнипе кăмăллă:
- Эпĕ киле таврăнсан манран уйрăлмаççĕ. Машина-трактор вансан та пĕрлех юсатпăр. 13-ри Сергей хам пекех йывăç каскалама юратать, - тет ашшĕ.
7-мĕш класра вĕренекен Наташăран ÿссен лайăх амăшĕ пуласси халех паллă: вăл кĕçĕннисене апат пĕçерсе çитерет, тумлантарать, пĕчĕккисене куçран вĕçертмест. 6 уйăхри Софья та аслă аппăшĕ ĕнĕрленĕ сăпка юррипе туххăмрах çывăрса кайрĕ. 3-мĕш класра ăс пухакан Саша кăçал пуçласа парта хушшине ларнă Володьăна шкултан çавăтса килчĕ. Урокра мĕн тунине тÿрех килтисене евитлерĕ, кĕçĕнни çула май лавккара туяннă хÿхĕм линейкине сумкăран кăларса кăтартрĕ. 2-мĕш класа çÿрекен Оля та хавхалануллă таврăнчĕ, паян лайăх паллăсем çеç илнĕ иккен. Виççĕри Алина кăшт чирлекеленĕ те садике кайман. Хут çине чечексем ÿкерсе лараканскере иккĕри Илюш чăрмантарма хăтланать, унăн та тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе эрешлес килет-тĕр. Кусенчен те пĕчĕкрех Денис йăмăкĕ çумне кайса выртрĕ те ăна ыталаса тутлă ыйха путрĕ. Кун каçипе выляса-чупса ĕшеннĕ ĕнтĕ вăл. Ерзуковсен тепĕр ачи Çĕмĕрлери ятарлă шкулта 4-мĕш класра вĕренет-мĕн. Юля канмалли кунсенче çеç килте пулать, çывăх çыннисемсĕр питĕ тунсăхлать.
5 ывăлпа 5 хĕр ÿстерекенсен ача укçи 10 пин тенке яхăн пухăнать-ха. Анчах кĕçĕннисем пысăкланнăçемĕн ку пособи чылай катăлĕ. Юрать-ха, ашшĕ ÿркенмест. Ача-пăчаллă çыннăн çур шалăвĕ апат-çимĕç лавккинчех юлать-çке. Кунсăр пуçне çи-пуçне те туянмалла, ытти тăкака саплаштармалла. Пурăнмалли условисене лайăхлатма ăнтăлакан Ерзуковсен пушшех ăшталанма, укçана перекетлĕрех тытма тивет.
14 çул хушши пĕр канми кĕпе-йĕм çуса, куршак тасатса пурăнакан хĕрарăмăн тÿсĕмлĕхĕ те тĕлĕнтерчĕ мана. Теприсем пĕр ача пăхнипех ĕмĕрлĕх «тăранаççĕ». Ку вара кăлăх чăххи пек шав ăшă йăвашăн тăрăшать, харăсах темиçе «чĕппине» ытамласа лăпкать, пурне те пĕрешкел тимлĕх уйăрать. Вăл кунне 4-5 хут апат хатĕрленине шута илсен ун ĕмĕрĕ плита умĕнче ташласах иртессĕн туйăнчĕ. Çамрăк кĕлеткене тĕрекленме тĕрлĕ витаминпа белок кирлине манмасть амăшĕ, сĕтел çинчен улма-çырла, сĕт-тăпăрчă, аш-какай татăлмасть. Пылак çимĕçе те куллен ас тивесшĕн шăпăрлансем. Кашни кунах 4-5 çăкăр кирлĕ пысăк çемьене. Пÿрт çумĕнче 39 сотка çĕр пурри те паха, пахча çимĕçе килтех çителĕклĕ ÿстереççĕ. Тухăç ăнмасан асламăшĕ Лидия Петровна купăста-çĕр улмипе пулăшать. Ачасем çулла йăрансене çумран тасатаççĕ, шăварса кăпкалатаççĕ. Асламăшне кăна мар, кÿршĕсене пулăшма та ĕлкĕреççĕ. Çемье пуçĕ хăй те ял-йышпа туслă. Çавăнпах хисеплеççĕ вĕсене ентешĕсем.
- Ачисем питĕ туслă, кирек ăçта тухсан та пĕр-пĕрне куçран вĕçертмеççĕ. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхни, тăрăшни сисĕнет, - терĕç учительсем.
«Пирĕн вăй - туслă йышра»
Нумай ачаллă çемьене ял тăрăхĕнче хушма çĕр панă-ха. Вăрман çывăхĕнчи шурă тăмлă ана çинче çĕр улми ÿсмессе палăртса Ерзуковсем ку лаптăк хăйсене тивĕçтерменнине пĕлтернĕ. Унтан вĕсене ялти пушаннă килĕн пахчипе усă курма сĕннĕ. «Хуçисем тупăнсан мĕн калĕç? Пирех айăплаççĕ вĕт», - тесе каллех хирĕçленĕ сăпайлăскерсем. Хальлĕхе килти пахчапа та çырлахĕç-ха. Анчах малашне ĕне-качака усрас килсен уттине те çителĕклĕ хатĕрлемелле-çке. Улма-çырла йывăççисем те сахал мар вырăн йышăнĕç. Ачасем пысăкланнăçемĕн хушма лаптăк кирлĕ пулатех. Тулăхлă çĕрпех тивĕçтересчĕ вĕсене, шурлăхлă вырăна хĕстерсе кăларас марччĕ.
Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăннă чухне тăван чĕлхепе лайăх пуплеймен Анжела Ильинична пепкисемпе пĕрле хăй те чăвашла шăкăлтаттарса калаçма хăнăхнă. Халĕ ывăл-хĕрне киле панă ĕçсене пурнăçлама та çăмăллăнах пулăшать. Малтан кĕçĕннисемпе сĕтел хушшине ларать, унтан аслисене тĕрĕслет. Ытла та çепĕççĕн янăрать ку çемьере чăваш сăмахĕ. Тап-таса пуплевпе тыткăна илнĕ çак ачасем çине пăхсан Шупашкар енчи ялсенче çамрăксем вырăсланнăшăн чунăм ыратрĕ.
- Патшалăх енчен пулăшу ытларах пулсан аванччĕ. Йĕмен ачана кăкăр хыптарманнине пĕлсе Улатăр район администрацине те çитнĕччĕ эпĕ. Анчах унта пирĕн пек чăвашсене хапăлласах йышăнмаççĕ çав. Пытармăпăр: сивлеккĕнрех пăхакан та сахал мар. «Пÿрт тулли çуратса тултарнă та ачисене тимлĕх ытлах тивĕçеймест», - тесе шухăшлаççĕ-тĕр. Çапах пуçа усмастпăр. Пирĕн вăй - туслă йышра, пĕрлĕхре. Çак шухăша тĕпренчĕкĕмсене ăша хывтарма тăрăшатăп. Вĕсем маншăн пурте пĕрешкел, кашнинех пĕр тан юратупа хавхалантарма ăнтăлатпăр. Ачасем - пирĕн тĕп мул, - çемье ăшшишĕн пуринчен ытла этемлĕхĕн черчен çурри яваплине палăртса чунне уçрĕ 33-ри хĕрарăм.
Йышлă çемьере çитĕнекенсем сăпайлăрах, ĕçченрех, тăрăшуллăрах пулни вăрттăнлăх мар. Кĕçех кĕçĕн пепкисен те чĕлхи уçăлĕ: «Анне, атте...» - тесе чĕвĕлтетме пуçлĕç. Çĕр çинчи чи çепĕç, ачаш çак сăмахсене пĕр ачаран илтесси те мĕн тери пысăк телей! Анжела Ильиничнăпа Юрий Петрович ку енĕпе 10 хут/!/ телейлĕрех, пуянрах. Куç тулли ывăл-хĕрне тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе ура çине çирĕп тăратма турă ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, чăтăмлăх пиллетĕрччĕ вĕсене, йăх-несĕле тăсакансенчен пархатар курмалла пултăр.
Лина МАКАРОВА.
Комментари хушас