Архив - Тантăш

март 6th, 2014

6 Мар, 2014

Артист мар вăл, анчах унран та кая мар

Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ те, Надежда Викентьевна пысăк сумка йăтса пĕрремĕшсем патне васкарĕ. Ялан çĕннине пĕлме ăнтăлакан ачасем ăна хавассăн кĕтсе илчĕç.

- Паян, паян мĕнпе кăсăклантаратăр пире/ - харăссăн ыйтрĕç вĕсем вĕрентекене сывлăх суннă хыççăн.

6 Мар, 2014

Надежда Павлова - Чăваш Ен мухтавĕ

Надежда Павлова Шупашкарта çуралнă. Çемьере вăл - саккăрмĕш ача. Ачаранах ташлама юратаканскер çичĕ çул тултарсан хăй тĕллĕнех Пионер çуртĕнчи хореографи кружокне çырăннă, кĕлеткене йĕркере тытас тесе диетăна пăхăнма пуçланă.

6 Мар, 2014

130-ти çамрăк шкул

Тăвай районĕнчи Тăрмăш вăтам шкулĕ кăрлачра 130 çулхи юбилейне паллă турĕ. Астрономсем пек тĕп-тĕрĕс каласан - хавхаллă шкул 1884 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Павел Сидоров çуртĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш вĕрентекен - Михаил Семенов ?Енĕш Нăрвашран%, шкула малтанласа 18 арçын ача çÿренĕ.

февраль 27th

27 Фев, 2014

Юрать-ха тивмерĕç

Ленинград хулине блокадăран ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине анлă паллă турĕ пирĕн çĕр-шыв. Эпĕ Ленинграда 1971-мĕш çулта атте парнеленĕ путевкăпа кайса курнăччĕ. Пире паллă вырăнсене экскурси автобусĕпе илсе çÿрерĕç. Хулапа паллашрăмăр, музейсенче пултăмăр. Тĕрлĕ палăк, Эрмитажри экспонатсен, Петродворецкри фонтансене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пĕр кунхине ятарласа Пискаревскри мемориал масарĕ çине та илсе кайрĕç. Таня Савичевăн тăванĕсем вилни пирки çырса пынă блокнот страницисене вулани яланлăхах асра юлчĕ.

27 Фев, 2014

«Хăшĕ-пĕри укçана ачисенчен те мала хуни пăшăрхантарать...»

Çут çанталăка юратакан çын кашни йывăç-курăка чĕрĕ пек курать, калаçать, амантасран асăрханать, ăнсăртран пĕр çулçине хуçсан каçару та ыйтать. Ăна чечексем çилленме е тарăхма, савăнма пултарнăн туйăнать. Кристина Полякова та çавăн пекех.

27 Фев, 2014

Чăваш чĕлхин сумне çĕклесчĕ

«Тантăш» хаçатра /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, 5 №/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. ЧР Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕн ĕçченĕсен ăшĕнчен тухнă чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем.

февраль 20th

20 Фев, 2014

Ырă вăрлăх ырă çимĕç парать

Ку çĕр-шыв паян та пăлхавлă, вăрçă-харçăллă регионсен шутĕнче. Америкăн хĕç-пăшаллă çарĕсем терроризмăн йăвине аркатма пуçланă операцие çаплах вĕçлеймеççĕ-ха. 1979 çулхи раштав вĕçĕнче Совет Союзĕ те кунти çивĕчленсе çитнĕ лару-тăрăва çăмăллатас тата ăна йĕркелес тĕллевпе сăртлă-туллă çĕр-шыва хăйĕн артиллерийĕпе мото-пехотине тата сывлăш çар вăйĕсене илсе кĕчĕ.

20 Фев, 2014

Ача-пăча кĕнекин мĕнлерех пулмалла, е Мĕн пирки вуласшăн çамрăксем?

«Кĕнекесем çынна ырăрах тăваççĕ, ку вара искусствăн тĕп тивĕçĕ кăна мар, пĕртен-пĕр тĕллевĕ-тĕр», - тенĕ Иван Гончаров çыравçă. Ача-пăча кĕнекисемшĕн асăннă ен нимрен те хак- лăрах. Анчах пур кăларăм та çакнашкал пахалăхпа мухтанма пултарать - и - ха?

«...шухăшлакансем çырмаççĕ, çыракансем шухăшламаççĕ»

20 Фев, 2014

Пĕр-пĕрне ăнланса, йышпа канашласа

Тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнать тăваттăмĕш «б» класс. «Пире тунсăх, пирĕншĕн никам та тăрăшмасть » - тесе пусăрăнса лармаççĕ вĕсем. Çук унашкал тÿнтер ен. Ну, тем калăр та, çук !

20 Фев, 2014

Тетте шкула пырсан...

Лиза хальлĕхе пур сас паллине те палламасть-ха. Апла пулин те «Тетте» журнала çав тери кăмăллать. Юратнă кăларăмĕ килсен пĕрремĕш класра вĕренекен Маша аппăшне канăç памасть.

- Ак çакна вуласа пар-ха. Унта мĕн çырнине йăлтах пĕлес килет, - çыпçăнать ун çумне куршанак евĕр.

Страницы