- Чăвашла верси
- Русская версия
Юрать-ха тивмерĕç
Ленинград хулине блокадăран ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине анлă паллă турĕ пирĕн çĕр-шыв. Эпĕ Ленинграда 1971-мĕш çулта атте парнеленĕ путевкăпа кайса курнăччĕ. Пире паллă вырăнсене экскурси автобусĕпе илсе çÿрерĕç. Хулапа паллашрăмăр, музейсенче пултăмăр. Тĕрлĕ палăк, Эрмитажри экспонатсен, Петродворецкри фонтансене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пĕр кунхине ятарласа Пискаревскри мемориал масарĕ çине та илсе кайрĕç. Таня Савичевăн тăванĕсем вилни пирки çырса пынă блокнот страницисене вулани яланлăхах асра юлчĕ. Çăва çинче вăрçăра пуç хунисене йĕркипе пытарнă, тăпра умĕнчи плита çине хăш çул вилнине кăна палăртнă. Килен-каян палăк умне чĕрĕ чечексем хурать. Хула урамĕнче вăрçă вăхăтĕнче фашист бомбинчен пытанмалли путвал та упранса юлнă.
Санкт-Петербургра иккĕмĕш хут пилĕк çул каялла пулса куртăм. Хулара уçăлса çÿреме те вăхăт тупрăмăр. Каçхине Нева çийĕнчи кĕпер еплерех уçăлнине те, "шурă каçсене" те куртăмăр.
Тăванăмăн хунямăшĕ - пирĕн гид. Сăмахлама юратакан ăшă кăмăллă хĕрарăм. Хăйĕн пурнăçĕ пирки те каласа кăтартрĕ.
Вăл Ленинграда вăрçă хыççăн пурăнма куçнă. Ун чухне хулари ишĕлнĕ çуртсене те юсаса çитереймен пулнă.
Евгения Никитична Горбунова малтанах трамвай çулĕсене çĕнĕрен юсанă çĕрте тăватă çул тăрăшать, унтан çур çул вĕреннĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайичченех трамвай водителĕнче ĕçлет.
Смоленск облаçĕнчи Бохото ялĕнче çуралса ÿснĕскере тăшманпа тĕл пулма тÿр килнĕ. Вăл каласа панă нимĕçсемпе çыхăннă пĕр пулăм мана питех те тĕлĕнтерчĕ.
- Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вун иккĕреччĕ, аппа çирĕм пилĕк, пичче вун ултă çултаччĕ, - сăмахне пуçларĕ Евгения Никитична. - Аппа пирĕн ялтан ултă çухрăмри яла качча кайнăччĕ. Вăрçă умĕн унăн мăшăрне çара илсе кайрĕç. Ун чухнех: "Вăрçă пуçланать," - тесе калаçкалатчĕç. Çапах та вăл чăннипех пуçланасса никам та шухăшламан.
Аппан икĕ ывăл: пĕри çулталăк çурăра, тепри виçĕ çулта. Мана вĕсене пăхма илсе кайнăччĕ.
Çав кун ирхине хĕвел ялкăшса тÿпене çĕкленчĕ. Пĕр учительница ял тăрăх: "Вăрçă пуçланнă!" - тесе кăшкăрса чупса анчĕ. Çанталăк та темшĕн тăруках улшăнчĕ, яла тĕтре хупласа илчĕ.
Кĕçех тÿпере самолетсем вĕçме тытăнчĕç, бомбăсем пăрахрĕç, пульăсем шăхăрни те илтĕне пуçларĕ.
Эпир путвала тарса пытантăмăр, унта ларма кансĕр, йĕпе, сывлăш нÿрĕ. Кăштахран аппа мана киле таврăнма хушрĕ.
Шикленсе, пуçа пĕксе утатăп, хирĕç мотоциклсем пĕрин хыççăн тепри иртсе каяççĕ, çав тери нумаййăн. Мана асăрхамарĕç пуль, никам та тивмерĕ.
Яла çитрĕм, кунта фургонсем чарăннă, таврара чăх-чĕп, хур-кăвакал сасси янăрать - нимĕçсем каçхи апат пĕçереççĕ.
Каярахпа ял çумĕнчен хÿмеллĕ мотоциклсем иртсе кая пуçларĕç. Ачасем хăратчĕç пулин те вĕсене курма чупса тухатчĕç. Унччен мотоцикл тавраш курман-çке-ха.
Хурсемпе чăхсем пĕтсен салтаксем ял çыннисен ĕнисемпе лашисене пусма пуçларĕç, колхоз выльăхне те тирпейлесе çирĕç. Пĕр каçхине темиçе нимĕç пирĕн пата та кĕчĕ. Васкаса сарайне ухтарма тытăнчĕç, çак таранччен пытарса усранă сыснана курсан савăнчĕç. Ăна та пусса тирпейлерĕç. "Малашне мĕнле пу-рăнмалла/ Ачамсене мĕн çитермелле/" - татăлса йĕчĕ анне.
Нимĕçсем фургонсенчех пурăнатчĕç. Пирĕн ял тавра вăрман çуккипе нумай вăхăт чарăнса тăмастчĕç, малалла тапранса каятчĕç. Кĕçех чун иллисем ял çыннисене тытса кайма пуçларĕç. Кăнтăрла яла кĕрлеттерсе килетчĕç те çамрăксене пухса çÿретчĕç. Нимĕçсене ялти сутăнчăксем хăш килте яш пурăннине пĕлтерсе яратчĕç. Аппа пиччене хăйĕн ялне вăрттăн илсе кайрĕ.
Совет çарĕ пирĕн яла тăшманран хăтарсан пичче 1943 çулта Тăван çĕр-шыва сыхлама тухса кайрĕ, вăрçă хирĕнче пуçне хучĕ.
Пирĕн ялтан инçех мар еврейсен ялĕсем пурччĕ. Фашистсем еврейсене ял çывăхĕнче чавнă окопсем умне тăрататчĕç те пурне те персе пăрахатчĕç. Никама та шеллеместчĕç.
Вăрçă хыççăн пĕр еврейка хăй ăнсăртран чĕрĕ юлни çинчен каласа пачĕ. Ăна икĕ ачипе пĕрле окоп умĕнче персе пă-рахнă. Вăл пепкисене ыталаса вилесем айне ÿкнĕ. Чĕрĕ юлнă. Çĕрле окопран шуса тухнă та икĕ ачаран пĕри сыввине асăрханă. Вĕсем хăрушă вырăнтан упаленсе тухса пытаннă.
Евгения Никитичнăна вăрçă кунĕсене аса илме çăмăлах мар пулин те, вăл калавне малалла тăсрĕ:
- Пĕррехинче фашистсем каллех яла килсе кĕчĕç. Эпир йăмăкпа кÿлĕ хĕрринче япала çăваттăмăр. Кĕтмен çĕртен пирĕн пата нимĕç салтакĕсем утса пычĕç, сăрă тĕслĕ кĕпесем хурса пачĕç, хăйсен чĕлхипе тем калаçрĕç - çуса пама хушрĕç пуль. Хăйсем айккинелле пăрăнчĕç. Кĕпесене хăвăртрах çуса йывăç туратти çине çакрăмăр. Çав вăхăтра юхан шыв хĕррине кÿршĕ хĕрарăмĕ кĕпе чÿхеме аннăччĕ.
Эпир ĕçе пĕтертĕмĕр те килелле чупрăмăр, вăл юлчĕ. Вăхăт иртсен типнĕ тумтире пуçтарма кÿлĕ хĕрне килтĕмĕр те çухалса кайрăмăр - нимĕç кĕписем çук!
Каç енне тумтир хуçисем пирĕн пата çитрĕç. Хăйсен чĕлхипе кĕпесене тавăрса пама ыйтрĕç. Эпир ăнланман пек тăратпăр, пĕр сăмах та чĕнместпĕр. Ятлаçсан-ятлаçсан пăрăнса утрĕç. Эпир лăш! сывласа ятăмăр.
Çакна аса илсен халĕ те чĕре ура тĕпне çитет.
Смоленск хули çунатчĕ, самолетсем вĕçсе иртетчĕç, çунса ÿкетчĕç, çĕр-шыв тăшмана хирĕç кĕрешетчĕ.
Пирĕн çарсем çĕнтернине эпир самолетсем пăрахнă листовкăсенчен пĕлтĕмĕр.
1943 çулта шкулта вĕренме пуçларăмăр. Каллех окопсем чавтарчĕç, тавах турра, вĕсем урăх никама та кирлĕ пулмарĕç. Шкула хутса ăшăтма торф хатĕрлеттĕмĕрччĕ.
Вăрçă хыççăн Евгения Никитична Ленинградра пурăнма пуçлать. Пĕррехинче кану кунĕсенче яла таврăнать те кÿршĕ хĕрарăмĕн упăшкине тĕл пулать. Унăн пиншакĕ айĕнчен нимĕç кĕпи курăнса каять... Çунă тумтире кам йăтса кайнине тинех ăнланса илет Евгения Никитична.
- Тăван яла кайсан яланах çав кĕпесем аса килеççĕ, халĕ те унчченхи хăрушă самантсем чуна çÿçентереççĕ. Урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, эпир курни-тÿсни сире пырса ан тивтĕрччĕ, - терĕ ветеран сăмаха вĕçленĕ май.
Галина ЗОТОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Штанаш шкулĕ.
Комментировать