- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хăшĕ-пĕри укçана ачисенчен те мала хуни пăшăрхантарать...»
Çут çанталăка юратакан çын кашни йывăç-курăка чĕрĕ пек курать, калаçать, амантасран асăрханать, ăнсăртран пĕр çулçине хуçсан каçару та ыйтать. Ăна чечексем çилленме е тарăхма, савăнма пултарнăн туйăнать. Кристина Полякова та çавăн пекех. Кам та пулин ÿсен-тăрана ним вырăнне те хуманнине курсан унăн чунĕ çав тери ыратать. Урамра çÿп-çап выртнине асăрхасанах тирпей-илеме кăмăллаканскер ăна пуçтарма васкать.
Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекен хĕр ачан чун киленĕçĕ ÿкерессинче. Ĕçĕсем ытларах чухне çут çанталăка сăнлаççĕ. Çавăнпах дизайнер ăсталăхне алла илес ĕмĕтпе çунатланса пурăнать вăл. Шкулти конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. «5» паллăпа çеç вĕренекенскер вулавăшри чылай кĕнекене «шĕкĕлчесе» тухнă та ĕнтĕ. Уйрăмах ăна Леонид Агаковпа Нелли Пет- ровская çырнисем килĕшеççĕ. Пĕри вăрçă темине анлă хускатнă пулсан, теприн юрату çинчен калакан хайлавĕ- сем илĕртеççĕ.
Вырăс чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине тăрăшса вĕренекен Кристина предмет олимпиадисене хастар хутшăнать. Тăван ен культурипе пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна тухнă. Районти вырăс чĕлхипе иртнĕ конференцире те палăрнă вăл, «Укçа тата чыс» темăпа тухса калаçнă. «Хăш-пĕр çынсем укçана ачисенчен те мала хураççĕ», - пăшăрханса калаçать Кристина.
Чылай конкурса хутшăннă май тĕпчев ĕçĕ ирттерме хăнăхнă вăл. Çапла майпа тăван тăрăхри спортсменсем пирки нумай пĕлнĕ. Хĕр ача хăй те спортпа туслă. Баскет¬бол, волейбол вăййисене пуринчен ытла кăмăллать. Сăмах май, шкул команди районта час-часах малти вырăна тухать. «Ушкăнра пĕр-пĕрне шанма тата ăнланма пĕлмелле, - тет Кристина. - Ун чухне çĕнтерÿ килетех». Ырă чунлă та ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тăракан хĕр ача пурне те туслă пурăнма, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма чĕнсе ка¬лать, çапла туни лайăх кăмăл парнелессе ĕненет.
Асăрханă пуль, çут çанталăка юратакансем чунĕпе таса, кăмăлĕпе йăваш. Кристина та пĕтĕм тĕнчене илемлĕ- рех тата телейлĕрех курасшăн. Ун пек çынсем çĕр çинче ытларах пулинччĕ!
Лариса ПЕТРОВА.
Комментировать