Тетте шкула пырсан...

20 Фев, 2014

Лиза хальлĕхе пур сас паллине те палламасть-ха. Апла пулин те «Тетте» журнала çав тери кăмăллать. Юратнă кăларăмĕ килсен пĕрремĕш класра вĕренекен Маша аппăшне канăç памасть.

- Ак çакна вуласа пар-ха. Унта мĕн çырнине йăлтах пĕлес килет, - çыпçăнать ун çумне куршанак евĕр.

Маша та «Теттене» юратать, çавăнпа ăна алла илсе хаваспах йăмăкĕ çумне вырнаçать. Сăрласа илемлетмелли страницăшăн вара тепĕр чух хирĕçÿ сиксе тухать. Ара, пĕри те, тепри те малтан алла кăранташ тытасшăн-çке.

Пĕр кунхине шкул алăкĕ уçăлчĕ те пÿлĕме сап-сарă тум тăхăннă пукане кĕрсе тăчĕ. Лиза ăна курсан малтанах шикленсе ÿкрĕ.

- Ан хăрăр, ачасем, ку «Тетте» журнал пуканийĕ. Вăл та Тетте ятлă. Сире ятарласа курма килчĕ, - терĕ воспитательница хавас¬ланса.

Чăн та, Тетте ырă кăмăллăскер иккен. Кашни ачана юратса ачашланисĕр пуçне хăваламалла вылярĕ. Хĕпĕртенĕ ачасем ăна çав тери килĕштерчĕç. Акă тухса каяс умĕн хайхискер сисмен çĕртенех Лизăна йăтса хăй çумне чăмăртарĕ. Ах, çавăн чухне пăл¬ханнăран хĕр ачан чĕри ури тĕпĕнчен тухса таратчĕ пуль! Çапах та ун çумĕнче ырă-ырă пулса кайрĕ пĕчĕкскере. Ара, вăл «Тетте» журнала кăмăллать те, пуканине те юратса пăрахрĕ. «Ай, пуçĕ те мĕн пы-ы-ысăкăш, пÿрнисем те сарлака-а-а», - тесе тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине.

Шел, нумай тăмарĕ Тетте вĕсем патĕнче. Мăнаçлăн аллисемпе сулкалашса:

- Чипер юлăр, ачасем! Тепре тĕл пуличчен! Тунсăхласанах тепре килĕп сирĕн пата! - тесе хăварчĕ.

Вăл кайсан пĕр вăхăт хĕр ачасемпе арçын ачасем пĕр-пĕрин çине чĕнмесĕр пăхса тăчĕç. Унтан ăмăртмалла чÿрече еннелле ыткăнчĕç.

- Шурă юр тăрăх епле утнине курса юласчĕ, - тĕрткелешрĕç пĕр-пĕрне хыçалта тăракансем кантăк умнерех тухас тесе.

...Тĕлĕкри пек хăвăрт пулса иртрĕ ку ĕç-пуç. Лиза килне çитсе¬нех аслисене пулни-иртнине сывлăш çавăрса илейми каласа пама тытăнчĕ.

- Вăл пирĕнпе хаваслансах вылярĕ. Тепре пирĕн пата хăнана килсен эпир ăна килне часах ямăпăр. Ытларах пулас килет унпа. Анне, анне, кала-ха, Тетте хăй тем пысăкăш та амăшĕ вара унăн мĕн çÿллĕш-ши/ - ыйту пачĕ вăл сасартăках амăшĕ çине кăн! пăхса.

- Пĕлместĕп, эпĕ амăшне мар, Теттине хăйне те курман-çке, - терĕ Лиза çине ăшшăн пăхса.

- Апла ку ыйтăва Теттине хăйне парăп-ха тепре килсен. Унч¬чен епле те пулин чăткалăп, - терĕ хĕр ача çаплах пуканене куçĕ умĕнчен ямасăр.

Элиза ВАЛАНС.

 

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Карапаш пуçламăш шкулĕ.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.