Ача-пăча кĕнекин мĕнлерех пулмалла, е Мĕн пирки вуласшăн çамрăксем?
«Кĕнекесем çынна ырăрах тăваççĕ, ку вара искусствăн тĕп тивĕçĕ кăна мар, пĕртен-пĕр тĕллевĕ-тĕр», - тенĕ Иван Гончаров çыравçă. Ача-пăча кĕнекисемшĕн асăннă ен нимрен те хак- лăрах. Анчах пур кăларăм та çакнашкал пахалăхпа мухтанма пултарать - и - ха?
«...шухăшлакансем çырмаççĕ, çыракансем шухăшламаççĕ»
Вулав ачасен пурнăçĕнче еплерех вырăн йышăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăпăрлан паян мĕнпе кăсăкланнинчен вăл ыран кам пуласси тÿрремĕнех килет. Пĕчĕк чухне паллашнă- илтнĕ юмах-халап, сăвă-калав ача асĕнче чылайлăха кăна та мар, ĕмĕрлĕхе юлать. Шăпах çак тапхăрта идеалсен шыра- вĕпе палăртăвĕ пырать. Ывăл-хĕр тавра курăмĕ аталанать, кăмăл-сипетĕн вăл е ку йĕркисем çирĕпленеççĕ. Ахальтен мар Василий Сухомлинский педагог та çапла палăртнă: «Вулав - чÿрече, ун витĕр ачасем тĕнчене тата хăйсене тĕпчеççĕ». Литературăн паха тĕслĕхĕсене ăша хывса ÿсни ачари çынлăха амаланма май парать.
Шел те, ачасемшĕн чăннипех те кăсăклă тата усăллă хайлав питĕ сахал, уйрăмах аслăрах ÿсĕмри яш-кĕрĕмпе хĕр упраç валли. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Вырăссен паллă поэчĕ, критикĕ, историкĕ тата куçаруçи Петр Вяземский асăрханă тăрăх: «Чылай литературăн инкекĕ акă мĕнре - шухăшлакансем çырмаççĕ, çыракансем шухăшламаççĕ». Ачасем валли çырасси вара пушшех те кăткăс ĕç. Вĕсене улталаймăн, пуш параппан çапса хăв хыççăн ертсе каяймăн. Хăйне айвана хунине, йăлт «чăмласа» панине тÿсме пулта¬раймасть кĕнекен çамрăк тусĕ. Фантази тĕнчине кĕрсессĕн те чăнлăхпа çыхăну татăлмалла мар. Юмахпа кулленхи пур¬нăç палăрмаллах улшăнса тăрсассăн каллех ăнланманлăх çуралать. «Епле-ха капла, кĕнекере пĕр тĕрлĕ, пурнăçра - пачах расна. Эппин, автор суять», - пĕтĕмлетет шăпăрлан. Çак тата ытти хирĕçĕве пĕтерес тесен литература анинче çанă тавăрса ĕçлес текенĕн ăста çыравçă кăна мар, психо¬логпа вĕрентекен те пулмалла. Ача чунне туймалла. Унсă¬рăн кĕнеке вулавăшсен çÿлĕкĕсемпе лавккасен сентрисем çинче çеç тусанланса выртĕ.
«Кичем кĕнекене хупма... япăх фильмран тăрса утма... тата хăвна хакламан çынсемпе сыв пуллашма пĕлмелле», - тенĕ Александр Грин çыравçă. Çамрăк вулакансем ку шу¬хăша, тен, илтмен те. Анчах ун чăнлăхĕ вĕсемшĕн ахалех паллă. Кичем кĕнекене нимĕнпе те ÿкĕте кĕртсе вулаттарай¬мăн шăпăрлана. Малтанхи страницăранах тыткăна илмерĕ тĕк малалла уçмасть те вăл.
Ырă сăнар – паха тĕслĕх
Çулсеренех Чăваш кĕнеке издательстви çамрăк вула¬кансем валли çирĕме яхăн кĕнеке пичетлесе кăларать. Вĕсенчен чылайăшĕ икĕ чĕлхепе тухни кăларăмсемпе чăваш кăна мар, вырăс ачисене те паллашма май парать. Эппин, чĕлхене вĕренме хистет. Халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетесси те юлашки вырăнта мар. «Икĕ чĕлхе - икĕ ăс», - тесе ахальтен шахвăртмасть чăваш. Пĕлÿ нихăçан та ытлашши пулмасть.
Тĕп издательство кăларакан кăларăмсемпе «Тантăш» хаçат та паллаштарсах тăрать. Сăмахран, пĕлтĕр кăна вулакансем патне çак кĕнекесем çитрĕç: Николай Карай «Мучи пĕви», Лидия Сарине «Телейлĕ кăмпа», Олег Печ-ников «Шухши пичче калавĕсем», Геннадий Кириллов «Йы¬тăпа Сунарçă», Людмила Симонова «Маленькие беглецы. Пĕчĕк таркăнсем», Андрей Растворцев «Домовенок Фока и его друзья. Управçă Хуккапа унăн тусĕсем», Александр Савельев-Сас «Эпир - ял ачисем», Марина Карягина «Ап¬траман кăвакал», Эдуард Фомин «Чи хитре чĕлхе» т.ыт.те. Пĕчĕккисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ поэтсемпе прозаиксем. Хайлавсем çинче чарăнса тăмăпăр. Вĕсене пурне те пĕр уйрăмлăх пĕрлештерсе тăрать - геройĕсем ырă та маттур, тавçăруллă та сатур. Йывăрлăхра пуç усмаççĕ, тĕрĕслев витĕр тивĕçлĕ тухаççĕ, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.
Йăнăшасси, тÿрĕ çул çинчен пăрăнасси кирек камăн та пулать паллах. Нимĕн те туман çын çеç йăнăшмасть. Чи кирли - кăлтăксене вăхăтра асăрхаса тÿрлетме пĕлни, айă- па йышăнма пултарни, каçару ыйтма хăюлăх тупни. Çапла вара кашни сăнар ăш пиллĕ те мал ĕмĕтлĕ пулма, ыттисене пулăшма, телейшĕн кĕрешме вĕрентет. Усалли кăна хăех çыпăçать-çке-ха, тивлете çĕнсе илмелле, кайран тата упра¬ма пĕлмелле. Унсăрăн Асамат кайăкĕ каллех вĕçсе тарать...
Кăçал та Чăваш кĕнеке издательстви шкул çулне çитмен ачасемпе кĕçĕн, вăтам тата аслă шкул ÿсĕмĕнчи вĕренекенсем валли çирĕм ытла кĕнеке кăларма палăртнă. Хăшне-пĕрне çеç асăнăпăр: Лев Кадкин «Çерçи кăнтăрĕ», Альбина Юрату «Туслă çемье», Светлана Гордеева «Кăм¬па карçинкки», Геннадий Юмарт «Улăп евĕрлĕ пуласчĕ», Арсений Тарасов «Чăваш кĕпи», Геннадий Кириллов «Пуш¬мак тасатакан виçĕ ача», Николай Теветкел «Çĕрлехи çутăсем», Елена Чекушкина «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» т.ыт.те. Ытти хальлĕхе вăрттăнлăхра юлтăр.
Вĕренекенсемпе çыравçăсене мĕн хумхантарать?
«Ачасем валли çитĕннисем валли çырнă пекех çырмал¬ла, анчах тата лайăхрах», - тенĕ пĕр ăсчах. Çапах çамрăк ăрăва, уйрăмах паянхине, мĕнпе илĕртмелле-ха поэтсемпе прозаиксен? Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем кĕнекене алран ямасăр вулаччăр тесен мĕне асра тытмалла? Çамрăксене хумхантаракан проблемăсене еплерех татса параççĕ, çутатаççĕ авторсем хăйсен хайлавĕсенче? Çак ыйтусене литература анинче тăрăшакансене хăйсене патăмăр.
Арсений ТАРАСОВ, çыравçă, «Тăван Атăл» журна¬лăн шеф-редакторĕ: «Ачасене хумхантаракан темăсемпе ĕçлемелле çыравçăсен. Литературăра ку енĕпе ятарлă политика кирлĕ. Аслăрах ÿсĕмри ачасен чун хуска¬нăвĕсене çутатакан, вĕсене пăлхантаракан, çийĕнчех татса памалли ыйтусем¬пе çыхăннă хайлавсем çук пирĕн. Хаçат-журналăн та çавна шута илсе ĕçлемелле, мĕншĕн тесен ачасене хум¬хантаракан ыйту çав тери йышлă. Тен, çитĕннисенчен те кун чухлĕ çук-тăр. Куçăм тапхăрĕ-çке-ха. Чылай япа¬ла пирки ашшĕ-амăшĕпе калаçаймасть вăл, тантăшĕ- сем те пулăшаймаççĕ. Çавăнпах «чуххăмăн» çитĕнсе çитетпĕр эпир. Савни, чун-чĕрене ăнланакан çын тупасси - питĕ кăткăс пулăм. Вăл та хăй тĕллĕн, «чуххăмăн» пулса пырать вара.
Ача-пăча тата çамрăксен литературин аталанăвĕ тахçанах канăçсăрлантарнă мана. «Пионер сасси» хаçатра «x×/y» повесть пичетленсе тухнăччĕ. Тĕпре - ачасемпе аслисем хушшинчи конфликт. Вăл яланах çивĕч пулнă. Кĕçĕнрех ÿсĕмри ывăл-хĕр валли илемлĕ хайлавĕсем те, юррисем те пур-ха. Çитĕнерехпе чăваш литературинче, музыкинче, теле куравĕпе радиовĕнче чун ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан çимĕçсем тупайманнине пула яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ирĕксĕрех ют чĕлхеллĕ культура енне сулăнать. Чăвашлăх хăвачĕ чакса пыни çакăнпа та çыхăннă.
«Чăваш кĕпи» калавсен пуххине ачасем валли ятарласа çырнă эпĕ. Унта кăмăл-сипет ыйтăвĕсене хускатнă. Тĕп тĕллев - çитĕнекен ăрăва шухăша ярасси - мĕн вăл ырăпа усал, вăл е ку хăтланкаларăш мĕн патне илсе çитерме пул¬тарать, мĕне хĕрхенмелле т.ыт.те».
Николай ИШЕНТЕЙ, çыравçă, «Капкăн» журна¬лăн шеф-редакторĕ: «Паянхи кун тĕлне ачасем вал¬ли чылай кĕнеке пичетленет. Тулĕк ку вĕсен пахалăхĕ ÿснине пĕлтермес. Ача-пăча кăларăмĕн пысăк пахалăхпа тухмалла. Сĕтел çинче компьютер ларать тата кĕнеке выртать тейĕпĕр. Шăпăрлан компьютера çутиччен малтан кĕнекене алла илтĕр тесессĕн унăн илĕртÿллĕ, ÿкер- чĕксемпе пуян пулмалла.
Хайлавпа паллашнă май ача хăйне валли ырă сăнар туп¬тăр, ырăпа усала уйăрса илме вĕрентĕр. Теплицăри чечек пек çитĕнмелле мар паллах унăн. Анчах «Ужастиксем», ман шут¬па, çамрăк кăмăлне çирĕпленсе çитичченех пăсаççĕ, ним ырри патне те илсе пымаççĕ. «Хăрушсăрлăх вĕрентĕвĕ» кала¬вăмри сăнарсем çак шухăша çирĕплетеççĕ те.
Ача тÿрремĕн каланине юратмасть, ăна вăйă урлă ăса вĕрентмелле. Пĕтĕмлетĕвне хăй тутăр. Поэзи каçĕсемпе литература тĕл пулăвĕсенче кашнинчех пĕр ыйту паратăп вĕренекенсене. «Сирĕн мĕн пирки вулас килет/» - тенине хирĕç пĕр саслăн: «Хамăр çинчен!» - теççĕ вĕсем. Хальхи пурнăç, паянхи ĕмĕр çамрăкĕ - акă мĕн интереслентерет яшсемпе хĕрсене. Çапла вара, пурнăçпа тан, тен, маларах та пымалла çыравçăн. Эппин, ыран мĕн пулассине те тĕш- мĕртмелле».
Елен НАРПИ, çыравçă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ: «Илемлĕ литературăра виçĕ тĕп компонент - кăсăклă сюжет, хитре чĕлхе тата хăйне евĕрлĕх - хайлава пĕлтерĕшне кÿреççĕ. Вĕсемсĕр çамрăксене кăна мар, çитĕн- нисене те илĕртеймĕн. Кĕçĕн çулхи ачасем пирки сăмах пы¬рать тĕк кунта ÿкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Кунсăр пуçне хальхи пурнăç геройĕсем кирлĕ. Тен, вулаттарса кĕртсе яма геройсен пуплевĕн- че çамрăксен сленгĕпе те усă курма юрать. Ли¬тературăн нормăланă, таса чĕлхипе çырни ачана вулавран пистерме те пултарать. «Эпир капла калаçмастпăр!» - тесе хирĕçлĕ вăл. Тĕрĕссипе вара унăн çав сăнарсенче хăйне палласа илмелле. Историллĕ, вăхăт паллиллĕ произ¬веденисем кивелнĕ тенине пĕлтермест ку, анчах çамрăксен хăйсем пирки вулас килет.
Манăн «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçре те ĕмĕрхи ыйтусенех хускатнă - çамрăклăх, шкул пĕтерекен, студент пурнăçне тин астивекен яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн таса туйăмĕ. Трагеди витĕр тĕрĕс-тĕкел тухса чун тасалăхне упраса хăвараççĕ геройсем. Хайлава иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çырнă пирки унта хальхи самана варкăшĕ - кĕсье телефонĕсемпе компьютерсем т.ыт. япала - çук. Анчах тĕпре вăл мар, пурнăç çулĕ çине тухакан яшсемпе хĕрсен юратăвĕ. Туйăмсем вара, ман шутпа, нихăçан та кивелмеççĕ. Тепĕр енчен пăхсассăн, çирĕм çул каялла мĕн пулнине пĕлме те интереслĕ».
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.