Архив - Çамрăксен хаçачĕ

июля 30th, 2015

30 Июл, 2015

Тусĕсене “хăналанă”

Шупашкарта пурăнакан 26-ри каччă тĕлĕшпе приговор янăранă. Суд çамрăк арçынна 9 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çак тапхăра унăн çирĕп режимлă колонире ирттермелле пулĕ. Ку кăна мар, айăпланнăскерĕн 100 пин тенкĕ штраф та тÿлемелле.

Çамрăкскер саккун умĕнче мĕнле айăпа кĕнĕ-ха? Следстви палăртнă тăрăх, вăл 2 грамм наркотик хутăшĕ сутнă. Ку виçе самаях пысăк шутланать. Кунсăр пуçне çав арçын хăйĕн çуралнă кунĕнче юлташĕсене, 10 ытла çынна, наркотик хутăшĕпе «хăналанă».

30 Июл, 2015

Пĕр кунра ывăлĕпе арăмĕсĕр тăрса юлнă

Çулталăк каяллах эпĕ унран, пепкипе арăмне пĕр кунра çухатнăскертен, интервью илесшĕнччĕ. Малаллах тапаçланакан, икĕ ачине амăшĕсĕр ÿстерекен арçын чунне уçма васкамарĕ. Вăхăт сурана тÿрлетет тени тĕрĕсех иккен, кăçал çăва тухсанах Сергей манпа тĕл пулмашкăн килĕшрĕ.

30 Июл, 2015

Телейÿ пур санăн, тыткăнран çăлăнатăн

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕçсен тыткăнĕнче çулталăк çурă пурăннă пулсан та ăраскалĕ ăна паянхи кун илемне курма пÿрнĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ялĕнче пурăнакан Сергей Чижов пуçне шлепке тăхăнать те хăех кăштăртатса çÿрет. Кĕркунне 95 çул тултарĕ вăл...

30 Июл, 2015

Çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнаççĕ вĕсем

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкана çитме палăртнă кун тÿпере тачка пĕлĕтсем капланчĕç. Юрать, пирĕн телее çумăр чашлатмарĕ, унсăрăн çăмăл машинăпа ялтан лачака çăрса тухса пĕтеес те çукчĕ. Вăрман Кăршкана Кăнартан чылай каймалла. Асфальт мар, ахаль çул илсе çитерет унта.

30 Июл, 2015

Савнă хĕр чĕкеç пек

Юрату вутне шыв сапса сÿнтерме çуккине пĕлсе тăрсах саврăм сана. Пăхман хĕвеле пăхтарма, юратман çынна юраттарма май çуккине ăнкарсах çутă пуласлăха шантăм, эсĕ мана чунран савса пĕр чашăкран апат çиме килĕшессе кĕтрĕм. Анчах сана манăн юрă питĕ хăвăрт йăлăхтарчĕ - савман çыннăн юрри те хитре мар çав. Пирĕн юрату кĕленче савăт ÿксе чăл-пар саланнăн питĕ хăвăрт арканчĕ...

июля 23rd

23 Июл, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 29 (6070) №. 23.07.2015

23 Июл, 2015

Хире тухать çамрăк агроном

23 çулти каччăн ташă каçĕнче савăнмалла, ирччен хĕрсемпе çăлтăр шутламалла пек туйăнать... Яш чухне мар тăк тата хăçан шухăланас-ха? Анчах агрономăн çапла çÿремешкĕн вăхăт пур-ши? Ку ыйтăва Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлекен Роман Федорова патăм.

23 Июл, 2015

Культура çуртĕнче те эрех сутаççĕ

Эрех çынна ăсран кăларни пирки Константин Иванов та хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче çырнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: преступленисенчен ытларах пайĕ эрех-сăра айăпĕпе пулать. "Хаяр" шĕвек пуçа минретсен алă-ура итлемест, çилĕ хăпарать... РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнчи хыпарсене тишкерсен те çак ÿкерчĕкех куç умне тухса тăрать. Пĕрле эрех ĕçнĕ те харкашма тытăннă, ÿсĕр çын теприне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ, хĕрĕнкĕскер полици ĕçченне çыртнă... Сахал-и унта кунашкал хыпар?

23 Июл, 2015

Универсиадăран - 5 медальпе

Акă тĕрлĕ çĕршыври студентсен хушшинче иртекен пысăк ăмăрту - Универсиада - çамрăксемпе 28-мĕш хут сывпуллашрĕ. Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче иртнĕскерте Раççей команди зачетра 2-мĕш картлашкана хăпарма пултарчĕ. Пухмачра - 34 "ылтăн", 39 "кĕмĕл", 49 "бронза".

Страницы