Хире тухать çамрăк агроном

23 Июл, 2015

23 çулти каччăн ташă каçĕнче савăнмалла, ирччен хĕрсемпе çăлтăр шутламалла пек туйăнать... Яш чухне мар тăк тата хăçан шухăланас-ха? Анчах агрономăн çапла çÿремешкĕн вăхăт пур-ши? Ку ыйтăва Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлекен Роман Федорова патăм. "Йăлтах ĕлкĕрме пулать: клуба та хушăран тухкалатăп, хулари дискотекăсене те çÿрекеленĕ... Халĕ, чăн та, ниçта та кайман. Ĕçрен çывăрса юлас килмест. Урăхларах та канма пулать вĕт. Сăмахран, кафере ларма кăмăллатăп. Ялта нумайччен хуп турттарса выртаймăн, 6 сехет иртсенех ĕçе тухса каятăп хăш-пĕр чухне. Кантура васкамалла, уй-хирте тăрăшакансене илсе килмелле..." - пытармарĕ çамрăк специалист.

Рома пĕчĕк чухнех хирте комбайнпа ярăнма юратнă. Валерий Бородов механизатор уйра тырă епле вырнине çÿллĕшрен сăнаса пынă чухне карап сарă тинĕсре ишнĕ евĕр туйăннă арçын ачана. Аслă юлташĕ кăнтăрлахи апат та çитернĕ шăпăрлана, çапла вăл каçченех вырмара çÿренĕ. "Ÿссен Валера пичче пек комбайнер пуласчĕ е водительте ĕçлесчĕ", - ĕмĕтленнĕ Роман. Темиçе çул иртнĕ хыççăн тăван хуçалăха пысăк çын, агроном, пулса килессе пĕлмен-ха вăл ун чухне.

Техникăна Роман ачаллах тĕшмĕртме тытăннă. 18 çул тултаричченех çăмăл машинăпа чупма вĕ-реннĕ, права иличчен вăл хăйĕн валли транспорт туяннă. Малтанлăха киввине, йÿннине илмелĕх хăй укçа ĕçлесе илнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.