Телейÿ пур санăн, тыткăнран çăлăнатăн
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕçсен тыткăнĕнче çулталăк çурă пурăннă пулсан та ăраскалĕ ăна паянхи кун илемне курма пÿрнĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ялĕнче пурăнакан Сергей Чижов пуçне шлепке тăхăнать те хăех кăштăртатса çÿрет. Кĕркунне 95 çул тултарĕ вăл... Анчах вăрçă ветеранĕ çав çулта тесе пĕрре те калас килмест. Ăсĕ-тăнĕ те чиперех Сергей Егоровичăн, шăлĕ сахаллипе çеç пĕрре каланине тепре калаттарма тивет...
Лутра яша çара илмен
Халĕ çак района кĕрекен Аслă Кăршка ялĕнче тăватă ачаллă çемьере 1920 çулта çуралнă вăл. Тепĕр çулхине Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланма пуçланă. Апла пулин те питĕ чухăн пурăннă Чижовсем икĕ хĕрпе икĕ ывăлне вилĕм аллине паман, вĕсене чиперех çитĕнтернĕ. Пĕве кĕричченех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ нушаллă ÿсекен ачасем. Сергей Чижов шкул çулĕсенчех тин çеç йĕркеленнĕ "Вулкан" колхоз хирне çум çумлама çÿренине, кăнтăрла вĕреннĕрен çĕрлесерен те çĕрулми кăларса пуçтарнине манман-ха. Ачаранах йывăр михĕсем йăтнипе-ши - Сергей Чижов çÿллĕ çитĕнеймен. Лутраскере çара та илмен. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан кĕлетке çÿллĕшне те, чирлĕ-чирлĕ маррине те ытлашши пăхса тăман - пурне те тенĕ пекех çапăçу хирне пуçтарса кайнă. Малалла вулас...