Комментировать

30 Июл, 2015

Çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнаççĕ вĕсем

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкана çитме палăртнă кун тÿпере тачка пĕлĕтсем капланчĕç. Юрать, пирĕн телее çумăр чашлатмарĕ, унсăрăн çăмăл машинăпа ялтан лачака çăрса тухса пĕтеес те çукчĕ. Вăрман Кăршкана Кăнартан чылай каймалла. Асфальт мар, ахаль çул илсе çитерет унта. «Ăçти шăтăка лекрĕмĕр-ши?» - çакăн пек шухăш явăнчĕ пуçра. Ара, кайсан-кайсан та ял тавраш курăнмарĕ. Пилĕк çухрăма хыçа хăварсан тинех пÿрт тăрри курăнчĕ. Çапах иккĕленÿ çухалмарĕ-ха. Вăрман теес - вăрман мар, ял теме те чĕлхе çаврăнмасть: çурчĕсем ăçта? Тавраллах - йывăçсем. Ял урамне çын ури перĕнменпе пĕрех. Тайлăк-майлăк çуртсем хытхура, пиçен, куршанак хыçне «пытаннă». Кирлĕ çимĕç аксан та ун чухлĕ ÿсес çук - Вăрман Кăршкара хытхура этемрен те çÿллĕ ашкăрать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.