Комментировать

23 Июл, 2015

Культура çуртĕнче те эрех сутаççĕ

Эрех çынна ăсран кăларни пирки Константин Иванов та хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче çырнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: преступленисенчен ытларах пайĕ эрех-сăра айăпĕпе пулать. "Хаяр" шĕвек пуçа минретсен алă-ура итлемест, çилĕ хăпарать... РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнчи хыпарсене тишкерсен те çак ÿкерчĕкех куç умне тухса тăрать. Пĕрле эрех ĕçнĕ те харкашма тытăннă, ÿсĕр çын теприне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ, хĕрĕнкĕскер полици ĕçченне çыртнă... Сахал-и унта кунашкал хыпар? ШĔМ сайтĕнче палăртнă тăрăх, ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ ÿснĕ: 812-рен 898-а çитнĕ. Ку кăна мар-ха. Çамрăксем эрех-сăрапа айкашни камăн чунне ан пăшăрхантартăр? Ялсенче ку енĕпе лару-тăру пушшех те япăх. Эппин, мĕн патне илсе çитерĕ этеме "эрех авăрĕ"? Çакна "çÿлтисем" те ăнланаççĕ. Çавăнпах эрех-сăрапа сутă тăвас тĕлĕшпе саккунсем йышăнаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.