Кинĕпе хунямăшĕ юрлама та пĕрле çÿреççĕ

23 Утă, 2015

Йĕкĕреш çурални - тĕлĕнтермĕшпе танах, кашни хĕрарăмах харăсах икĕ пепке çут тĕнчене парнелеме пÿрмен, йăхран-йăха куçакан пулăм ку.

Икĕ çул каялла Патăрьел районĕнчи Каншелте пурăнакан Валентинăпа Алексей Ильинсен çемйинче те аист харăсах кĕрен хăю çыхнă икĕ тĕркем илсе килнĕ. Тĕрĕссипе, ку пулас амăшĕшĕн кĕтменлĕх пулнă. Çие юлни 12 эрне çитсен УЗИ пăхакан тухтăр çакăн çинчен пĕлтерсен Валентина тĕлĕннĕ. Вăл хăй те - йĕкĕреш хăраххи-çке. "Ун пеккисем йĕкĕреш çуратмаççĕ" тенине тĕпе хурса пурăннă хĕрарăм. Алексейăн чунĕ вара икĕ тупра хатĕрлеме тивессе маларах сиснĕ. Унăн ратнинче те йĕкĕреш пур - йăмăкĕсем Алевтинăпа Валентина та çут тĕнчене пĕр кунра умлăн-хыçлăн килнĕ. Çакă витĕм кÿнех. Ксюшăпа Наташа халĕ Аслă Арапуçри "Шуçăм" ача садне çÿреме тытăннă ĕнтĕ, амăшĕ вĕсене унта кунсерен çăмăл машинăпа леçет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.