Архив - Çамрăксен хаçачĕ

июля 23rd, 2015

23 Июл, 2015

Чăваш йăхĕнчине пĕлсен чăвашла вĕреннĕ

Швецири Лунд хулинче пурăнакан Анатолий Мироновпа Интернетри соцсетьре пĕр-икĕ çул каяллах паллашнăччĕ. Ун чухне вăл тахçантанпах тĕвĕленнĕ шухăшне пурнăçа кĕртесси пирки каланăччĕ. Анатолий Чăваш Ене килме, шурă Шупашкара курма ĕмĕтленетчĕ. Кунталла унăн чунĕ туртать.

23 Июл, 2015

Кинĕпе хунямăшĕ юрлама та пĕрле çÿреççĕ

Йĕкĕреш çурални - тĕлĕнтермĕшпе танах, кашни хĕрарăмах харăсах икĕ пепке çут тĕнчене парнелеме пÿрмен, йăхран-йăха куçакан пулăм ку.

23 Июл, 2015

Выльăх пăхни - ĕçе кайнипе танах

Патăрьел районĕнчи Сителте 186 кил, вĕсенчен 30-шĕ пушă. Пысăках мар ялта выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Икĕ кĕтÿ, Çÿлти тата Аялти кассен, çÿрет. Пĕринче - 65, тепринче 47 пуç ĕне. Реймовсем кĕтĕве харăсах 4 ĕне хăваласа кăлараççĕ.

23 Июл, 2015

Хутаç çакса ыйткалама çÿренĕ

Пăрачкав тăрăхĕнчи Кудеиха ялĕнче пулнă май тăхăрвунă çула çывхаракан Надежда Белянкинăпа сăмах ваклама тÿр килчĕ. Унăн çăварĕнчен тухакан кашни сăмах тискер вăрçă кÿнĕ хурлăхпа çыхăннă.

23 Июл, 2015

Карта-хапха курма ятарласа килеççĕ

Шупашкар районĕнчи Толик Хураскинче пурăнакан Леонид Федоровăн чун киленĕçĕ çинчен эпир пĕлтĕр çырнăччĕ. 76-ри арçын кĕленче пăккисемпе кил умĕнчи картана чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ. Кăçалхи çу тĕлне вăл хапхана çавнашкал капăрлатма тĕллев тытнăччĕ. "Палăртни пурнăçланчĕ-и?

23 Июл, 2015

Кĕвве илтсен чунăм та юрлама тытăнать

"Артист пулмах çуралнă эсир", - çапла калать Надежда Николаевна хăйĕн ачисене. Асли Мария юрă-кĕвĕ тĕнчинчех ÿснĕ. Çавăнпах вăл шăллĕсене те юрлама вĕрентнĕ. Музыкăна парăннă пике чун киленĕçĕ пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртать. Ара, урамра ăмăр е ăшă çанталăк-и, чунра хавас е пусăрăнчăк кăмăл-и - вăл яланах юрлать. Нумаях пулмасть алла аттестат илнĕ Мария Кириллова музыка тĕнчи мĕнпе илĕртни пирки каласа пама килĕшрĕ.

23 Июл, 2015

Çăлтăрсен ачисем те çăлтăрла канаççĕ-и?

Кăçал хĕвел ăшшипе туллин киленсе те юлаймарăмăр - çур çу хыçа юлчĕ. Ачасен пĕр пайĕ вĕренÿрен пушă вăхăтра кану лагерĕсенче ÿт-пĕве пиçĕхтерет, çĕнĕ юлташсем тупса савăнать, тепĕр пайĕ аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче канать, ĕçпе пиçĕхет, ыттисем вара ниçта кайма май çуккипе ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех "лараççĕ". Чăваш эстрада артисчĕсен шăпăрланĕсем çуллахи каникула ăçта тата мĕнле ирттереççĕ? Пирĕн çулленхи тĕпчев - паянхи номерте.

23 Июл, 2015

Пĕччен чарлан

Йĕпреç вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă утар ытла та ир килнĕ çуркуннен пин-пин сассипе тулнă. Сарă чечеклĕ симĕс курăк-кавир çийĕн пыл хурчĕсем хавассăн сĕрлесе вĕçеççĕ, çурхи кун илемĕпе савăнаççĕ, тин çеç çурăлнă чечексен тусанне пухаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри вĕллесем еннелле вĕçсе сĕткене асăрханса йăтаççĕ. Утар çумĕнчех вырнаçнă сирень йывăççи таврана ырă шăршă сарнă. Шап-шур çеçкисене çурнăскер пирĕшти пекех илĕртÿллĕ. Йывăç пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк пахча та шап-шурах, шуракăшсем кÿлĕ хĕррине канма анса ларнă тейĕн.

23 Июл, 2015

Хыткукар амăшĕ ывăлне шиш! авлантарчĕ

Ташук тусăм, каçар та, сана часах хуравлаймарăм. «Çамрăксен хаçатĕнче» эсĕ ман пата çырнине курсан вара савăннипе чутах /ватă кăркка мар-и эпĕ, тьху!/ мачча таран сикеттĕм. Канфет пĕрремĕш хут хыпса курнă ача пек хĕпĕртесе сан çырăвна темиçе хут вуласа тухрăм. Ир тăратăп та - каллех Ташук тусăм аса килет, каллех хаçат уçса хуратăп. Ташук, тепĕр хут санран каçару ыйтатăп. Ара, хăвах пĕлетĕн: ялта пуç çĕклеме те вăхăт çук. Çĕр çырли упаленсе пуçтартăм. Ачасемшĕн тăрăшатăп вĕт. Хăйсем хĕвел питтинче выртса çырла пуçтарма шутсăр кахалланаççĕ.

Страницы