Комментировать

23 Июл, 2015

Карта-хапха курма ятарласа килеççĕ

Шупашкар районĕнчи Толик Хураскинче пурăнакан Леонид Федоровăн чун киленĕçĕ çинчен эпир пĕлтĕр çырнăччĕ. 76-ри арçын кĕленче пăккисемпе кил умĕнчи картана чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ. Кăçалхи çу тĕлне вăл хапхана çавнашкал капăрлатма тĕллев тытнăччĕ. "Палăртни пурнăçланчĕ-и? Улшăнусем пур-и?" - тесе Леонид Федоровичпа çак кунсенче çыхăнтăмăр. Хапхана эрешлесе пĕтернине пĕлсен алăстин ĕçне курма васкарăмăр.

- "Хыпарта" та çырчĕç, тĕрлĕ тĕспех пичетлесе кăларчĕç. Хаçатне халĕ те упратăп-ха. Унтан телекуравран килчĕç... Йăлтах хамăр ялти библиотекарь пирĕн картана сăн ÿкерсе кайнинчен пуçланчĕ, вăл ăна ял тăрăхĕн администрацийĕн сайтне вырнаçтарнăччĕ. Çавна кура журналистсем умлăн-хыçлăн килчĕç, - калаçу çапларах пуçланчĕ алăстипе. Халĕ Федоровсем чапа тухрĕç темелле, вĕсен карти-хапхине курмашкăн çынсем ятарласа килеççĕ, ун умĕнче сăн ÿкерĕнеççĕ.

Леонид Федоров ватлăхра Интернетпа туслашнине пытармарĕ. Чылай хаçата вăл çавăнта вулать-мĕн. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.