Хыткукар амăшĕ ывăлне шиш! авлантарчĕ

23 Июл, 2015

Ташук тусăм, каçар та, сана часах хуравлаймарăм. «Çамрăксен хаçатĕнче» эсĕ ман пата çырнине курсан вара савăннипе чутах /ватă кăркка мар-и эпĕ, тьху!/ мачча таран сикеттĕм. Канфет пĕрремĕш хут хыпса курнă ача пек хĕпĕртесе сан çырăвна темиçе хут вуласа тухрăм. Ир тăратăп та - каллех Ташук тусăм аса килет, каллех хаçат уçса хуратăп. Ташук, тепĕр хут санран каçару ыйтатăп. Ара, хăвах пĕлетĕн: ялта пуç çĕклеме те вăхăт çук. Çĕр çырли упаленсе пуçтартăм. Ачасемшĕн тăрăшатăп вĕт. Хăйсем хĕвел питтинче выртса çырла пуçтарма шутсăр кахалланаççĕ. Хĕлле тĕпсакайне кĕрсе банкăсене умлăн-хыçлăн кăларма вăйĕ ăçтан çитет тульккăш? Хĕлĕпе сĕтĕреççĕ. Кайран хăмла çырли йăтăнма тытăнчĕ те каллех сан пата çырма май пулмарĕ. Кунĕпе йытă пек ывăнсан каккуй алла ручка тытма! Пуçа кравать çине хума та ĕлкĕрейместĕп - харлаттарма тытăнатăп. Хам илтместĕп-ха харлаттарнине, аптăрамастăп. Ывăлсемпе кин килсен вара тухса тарма хатĕр. «Пÿрт чĕтренсе кисренет», - теççĕ. Эй, кун пирки сÿпĕлтетем мар-ха. Хăть çĕр варринче урама тухса çывăрччăр - пурпĕрех харлаттарма чарăнаймастăп. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.