Комментировать

23 Июл, 2015

Чăваш йăхĕнчине пĕлсен чăвашла вĕреннĕ

Швецири Лунд хулинче пурăнакан Анатолий Мироновпа Интернетри соцсетьре пĕр-икĕ çул каяллах паллашнăччĕ. Ун чухне вăл тахçантанпах тĕвĕленнĕ шухăшне пурнăçа кĕртесси пирки каланăччĕ. Анатолий Чăваш Ене килме, шурă Шупашкара курма ĕмĕтленетчĕ. Кунталла унăн чунĕ туртать. Çакăнти йăхран тухнă вăл. Мăн аслашшĕпе асламăшĕн çĕршывĕ ăна хăйĕн патне кăчăк туртнă.

Çак кунсенче Анатолий Миронов тинех Чăваш Ен çĕрĕ çине ура ярса пуснă. Шупашкара килсен манпа тĕл пулма сăмах панăччĕ. Тĕлĕнмелле çын вăл. Тăван чĕлхе уншăн хаклă тупра пекех. Калининградра çуралнăскер вырăсла калаçса ÿснĕ. Хăй чăваш йăхĕнчен тухнине пĕлсен çак чĕлхене çине тăрсах вĕреннĕ. Чăваш Ене килсен Анатолий чăвашла чип-чиперех калаçрĕ. "Эпĕ кунта чăвашла калаçма килнĕ", - терĕ вăл. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.