Кĕвве илтсен чунăм та юрлама тытăнать
"Артист пулмах çуралнă эсир", - çапла калать Надежда Николаевна хăйĕн ачисене. Асли Мария юрă-кĕвĕ тĕнчинчех ÿснĕ. Çавăнпах вăл шăллĕсене те юрлама вĕрентнĕ. Музыкăна парăннă пике чун киленĕçĕ пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртать. Ара, урамра ăмăр е ăшă çанталăк-и, чунра хавас е пусăрăнчăк кăмăл-и - вăл яланах юрлать. Нумаях пулмасть алла аттестат илнĕ Мария Кириллова музыка тĕнчи мĕнпе илĕртни пирки каласа пама килĕшрĕ.
Пике Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкил ялĕнче кун çути курнă. Унăн çемйинче мусăкçăсем пулман. Анчах пĕр уяв та юрă-ташăсăр иртмен. Пикен ашшĕпе амăшĕ çамрăк чухне культура çуртĕнче иртекен мероприятисене хаваспах хутшăннă. Мария хырăмра пулнă чухне ашшĕ Леонид Иванович клубра спектакльте вылянă. 19 çулти амăшĕ чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ пĕчĕк чунĕпе мăшăрне курма çÿренĕ. Мария каланă тăрăх, вăл ачаранпах юрлама вĕреннĕ. Сенкер экранпа кăтартакан концертсене курнă май унти çăлтăрсемпе пĕрле юрăсем шăрантарнă. Пĕррехинче Мария /ун чухне вăл 9 çулта пулнă/ музыка шкулĕнче ăсталăха аталантарма шухăшланă. Пĕлÿ çуртĕнчи пĕр вĕрентекен ачасене район центрне, 13 çухрăмра вырнаçнă музыка шкулне, кайма сĕннĕ. 9 çулти Маша килне çитсенех кун пирки амăшне пĕлтернĕ, района каймашкăн укçа ыйтнă. Çапла пĕчĕкскер çав кунах автобуса ларса музыка шкулне вĕçтернĕ. Малалла вулас...