Комментировать

23 Июл, 2015

Универсиадăран - 5 медальпе

Акă тĕрлĕ çĕршыври студентсен хушшинче иртекен пысăк ăмăрту - Универсиада - çамрăксемпе 28-мĕш хут сывпуллашрĕ. Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче иртнĕскерте Раççей команди зачетра 2-мĕш картлашкана хăпарма пултарчĕ. Пухмачра - 34 "ылтăн", 39 "кĕмĕл", 49 "бронза". Çак çĕнтерÿсенче Чăваш Ен пикисен тÿпи те пысăк. Кăçалхи Универсиадăра Раççей чысне пирĕн республикăри 4 спортсмен хÿтĕлерĕ /2013 çулта - 7 çын/. Чăваш хастарĕсем пухмача 5 медаль илсе килчĕç. Июлĕн 20-мĕшĕнче вĕсемпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Унта ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, спортсменсен тренерĕсем тата аслă шкулсен представителĕсем килчĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.