Мĕнле çын пулнă вăл - Константин Иванов?
Сентябрĕн 22-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ сезона И.С.Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ драмăпа уçрĕ. Ăна аслă поэтăмăр 125 çул тултарнине халалласа Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă ятпа сцена çине кăларнăччĕ.