Комментировать

24 Сен, 2015

Куç курманни - чăрмав мар

Вăл вăтам класра вĕреннĕ вăхăтра çитĕнсен юрист пулма тĕллевленнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Абрамов ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ темелле: яш нумаях пулмасть аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Студент ятне тин çеç илтнĕскер халĕ ума тепĕр тĕллев лартнă: тăрăшса ăс пухмалла, пушă вăхăта та усăллă ирттермелле.

Ытти çамрăкран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Артем: вĕренет, вулать, ĕмĕтленет... Куçĕ курмасть, хăлхи илтмест çеç. Анчах çакă та ăна ытти яш-хĕрпе танах патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытма чăрмав кÿмен. Артем каланă тăрăх, вăл ку утăма тумасан та пултарнă. Тĕрĕссипе, унăн собеседовани витĕр çеç тухмалла пулнă. Çапах яш хăйĕн пĕлÿ шайне тĕрĕслеме шухăшланă. Чылайăшĕ экзаменран хăрать те... Каччă пĕртте шикленмен. Кăтартăвĕсем хăш-пĕр çамрăкран та ирттереççĕ: вырăс чĕлхипе - 87, обществознанипе - 58, историпе 91 балл пухнă. Кун чухлĕ балл пухса юридици факультетне вĕренме кĕнĕшĕн чунран савăнать Артем. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.