Комментировать

24 Сен, 2015

Халăх пурнăçне анлăн çутатнă çыравçă

Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

Пур вĕт çынсем: ăшă пайăрки пекех ытарайманлăх парса тăраççĕ. Куçма Турхан та çавăн пекех пулнă. Сăн-питĕнче ыттисенчен уйрăлса тăмалли нимех те çукчĕ: сарлака питçăмарти, кукша пуç, куçлăх витĕр сăнакан çутă куç. Утма васкамастчĕ. Чăваш кĕнеке издательствине пыратчĕ те нихçан та пÿлĕмсем тăрăх çÿреместчĕ. Тĕп редактор патне кĕрсе курăнатчĕ. Вара Валем Ахунпа Асклиада Соколова патĕнче калаçса ларатчĕ. Пĕр çынна та усалпа асăнмастчĕ.

Куçма Сергеевич хăй çинчен нимех те каласа памастчĕ. Питĕ сăпайлăччĕ вăл. Манăн унран шкул ачисем валли çырнă «Кĕтне хĕрринче» повеçĕ мĕнле çурални çинчен ыйтса пĕлес килетчĕ. Хăюлăх çитереймерĕм, калаçаймарăм. Ку кĕнеке 1954 çулта пичетленсе тухнă, урăх кун çути курман. Мĕн тери чуна пырса тивекен илемлĕ повеç! Ялти шкулта вĕреннĕ чухне алăран ямасăр вулаттăм. 1981 çулта «Тăван Атăл» журнала ĕçлеме куçрăм та Куçма Турхана текех тĕл пулмарăм.

Куçма Сергеевич Турхан /Сергеев/ 1915 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи ача çуртĕнче ÿснĕ.

Вулама юратнă вăл. 1931-1934 çулсенче Канашри Н.Добролюбов ячĕллĕ педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Çав вăхăтрах «Пионер сасси» тата «Çамрăк хресчен» хаçатсен хастар корреспонденчĕ пулнă. Техникум хыççăн Аслă Чурачăкри шкулта ĕçлеме тытăннă. Ленинградри В.В.Воровский ячĕллĕ журналистика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. 1935 çул вĕçĕнче ăна Шупашкара Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитетне чĕнсе илнĕ, унта вăл литературăпа драма кăларăмĕсен редакторĕнче ĕçленĕ. Каярахпа тĕп редактор ĕçĕсене туса пынă.Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.